12 февраля 2016 г.
(такмаксем)
Самолет çунатти çине
"Россия" тесе çырнă.
Редакци алăкĕ çине
"Кĕрсе тух" тесе çырнă.
Телей пултăр, сывлăх пултăр
Редакцири ĕçченсен.
Вăйлă пулăр, чăтăмлăх çиттĕр
Халăхпа ĕçлеме сире.
Калавсем, сăвăсем,
Çыраç тĕрлĕ хайлавсем.
Манăн пур такмаксем,
Чун-чĕререн тухнисем.
Пирĕн район хыпарçин
Кăçал паллă юбилей.
Хам юратнă хаçатăма
Сунатăп туллителей.
Утнипе, чупнипе
Ма ура ывăнмалла?
Хаçат çырăнса укçа пĕтесрен
Мĕншĕн-ши кулянмалла?
"Каçал ен" хаçата
Çырăнатăп çамрăклах,
Почтальон хаçат парсан
Савăнатăп чунтанах.
Алла тытрăм балалайка,
Тăсса ятăм пĕрмине.
Алла тытрăм хаçатăма,
Вăхăт тупрăм вулама.
Балалайка калас килет
Хĕлĕхне татас килет,
Хаçат çырăнман çынсене
Манăн вăрçассăм килет. Т
акмак çыртăм, такмак çыртăм
"Каçал ен", савса сана.
Чипер пурăнăр, çитсе курăр
Пирĕн ене - Юнтапана.
Редакци ĕçченĕсем! С
ире халăхпа ĕçлеме, халăх патне ырă хыпарсем çитерме, тĕрлĕрен пĕлтерỹсем пичетлеме, шỹт кунĕнче шỹтлеме ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул тата телей сунатăп. Сирĕнтен чир-чĕр яланах аякра тăтăр. Сывлăх пулсан, пурнăçра мĕн ĕмĕтленни, шутлани йăлтах пурнăçланать.
Сире телей сунса - Юнтапари Мария КОЗЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"