12 февраля 2016 г.
Февралĕн 9-мĕшĕнче Комсомольскинчи культура çуртĕнче Раççейре - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕсене уçрĕç. Пуçтарăннисем ĕç çыннине тата кинона халалласа хатĕрленĕ куравпа та паллашма пултарчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ульдина куракансене пысăк уявпа саламларĕ, Комсомольски районĕн çыннисем мĕн авалтанах ĕçченнине тата тăван тăрăха юратнине палăртса хăварчĕ.
- 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни район аталанăвĕн историйĕн çĕнĕ тапхăрĕ пулĕ тесе шутлатăп. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлани вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçпе тивĕçтерекенсем пĕрлешсе тăрăшни çамрăксем хушшинче ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшне, ĕç рынокĕнчи рабочи професси-йĕсен хисепне ỹстерме, район çыннисен социаллă тăрăмне тата пурнăç пахалăхне çĕклеме май парĕ, - терĕ вăл.
Савăнăçлă мероприятие ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем - "Урожай" колхоз председателĕ Алексей Ершов, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен районти союзĕн председателĕ Василий Николаев, "Слава картофелю" агрофирма" генеральнăй директорĕн çумĕ Алексей Селиванов - хутшăнни те уявăн тĕшши пулчĕ.
Мероприяти программи пултарулăх коллективĕсемпе артистсен номерĕсемпе, савăк юрри-ташшипе пуян пулчĕ. Совет влаçĕн çулĕсенче те, ун хыççăнхи тапхăрта та Раççей фильмĕсем этем шăпипе кун-çулне, кĕрешỹри хăйĕн вырăнне кăтартса çынсен, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн чунĕнче ырă шухăшсем çуратнă, кăмăл çирĕплĕхне туптанă. Ачасем çитĕннисенчен тĕслĕх илсе Тăван çĕршыва, ĕçе юратса ỹснĕ. Çавăнпа та пулĕ çав вăхăтри юрăсемпе кĕвĕсем пуçтарăннисене уйрăмах савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç, кашнинех асăннă саманапа çыхăннă самантсене аса илтерчĕç.
Кинематографи темине вара халăх вокал ансамблĕ уçса пама пулăшрĕ. Вĕсем çынсем чи юратнă юрăсене шăрантарса залра ларакансене савăнтарчĕç. Вокал ансамблĕ, эстрада студийĕн артисчĕсем Л.Нямукова, М.Волкова, С.Игонина, О.Буслаева, Л.Симендеева, Л.Носова юрăсене çỹллĕ шайра юрларĕç. "Шурăмпуç", "Каçал" халăх фольклор ансамблĕсем хăйсен чи илемлĕ юррисене парнелерĕç. Вĕсене пурте тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕ тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пуласса шанас килет. Вĕсем кашни ял тăрăхĕнче тата ялсенче иртĕç.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"