05 февраля 2016 г.
Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем валли шкул форми хатĕрлесси пирки калаçнă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăри промышленноç предприятийĕсен ертỹçисем тата ашшĕ-амăшĕсен комитет представителĕсем, шкул директорĕсем хутшăннă.
"Федераци Правительствин сайтĕнче регионти предприятисен таварĕсем пирки темĕн чухлĕ ырă хыпар пур. Пирĕн патăмăрта хатĕрлекен таварсем лайăх пулни паллă", - тенĕ Владимир Аврелькин. Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионти пур предприяти те хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан таварсем тирпейлесе кăларнине, вĕсемпе халăх кăсăкланнине, пахалăх енчен те таварсем çỹллĕ шайра пулнине палăртнă. Çавăн пекех Михаил Игнатьев предприятисемпе организацисене таварсене регионта анчах мар, республика тулашне те тăратма пикенмеллине каланă. Предприяти ертỹçисем шкулсене валли çĕленĕ ятарлă формăсемпе презентаци хатĕрленĕ. Вĕрентекенсем кадет класĕсене вĕренме çỹрекенсем валли тата çарпа патриотизм, спорт ăмăртăвĕсене çỹреме ятарлă форма кирлине асăннă.
Источник: "Каçал Ен"