АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Каснă чĕлĕ"

02 февраля 2016 г.

 "Каçал ен" хаçат вулаканĕсем "Шурă халатлă хĕрарăм" калава вуласа тухса хак пачĕç пулĕ ĕнтĕ. Асăннă калав - Елена Алексеева-Аксупин кăçал пичетленсе библиотекăсене çитнĕ "Каснă чĕлĕ" кĕнекинчи пĕр хайлавĕ. Эпĕ кĕнекепе туллин паллашрăм. Калавĕсем ытларах çемьесенчи хутшăнусем, пăтăрмахсем çинчен. Пурне те паллă, çемьере килĕшỹ, юрату хуçаланать пулсан, çын хăйне телейлĕ тесе шутлать. Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнсан вăл е ку çитменни те ытлашши пăшăрхантармасть. Аксупи хăйĕн калавĕсенче илсе кăтартнă тĕслĕхсем нумай çынна шухăша яраççĕ пулĕ, пурнăçра çакна шута илĕç тетĕп.

Мана ытларах кĕнекери "Ăраскал", "Каснă чĕлĕ", "Çăка йывăç авăнмасть" калавĕсем тата Елена Геннадьевна пĕр класра вĕреннĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем çирĕм çул иртнĕ хыççăн шкулта ирттернĕ тĕл пулу çинчен çырса кăтартни килĕшрĕ. Кашни ачан кун-çулĕ, шăпи çинчен каласа парать, хăйсене вĕрентнĕ учительсене пурне те асăнса пурнăç çулне тупма пулăшнăшăн, ăс-пуçа пуянлатнăшăн тав тăвать автор аса илỹре.

Авторăн ăсталăхĕ пур, вăл пысăкрах хайлавсем çырма тытăнасса шанас килет. Кĕнеке пурнăç çинчен. Çамрăксене те, ваттисене те вуласа тухма сĕнесшĕн.

Рев. РУБИН,

общество корреспонденчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика