АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Экологи" форум иртет

02 февраля 2016 г.

2016 çулхи мартăн 2-3-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче Пĕтĕм тĕнчери "Экологи" форум иртет. Асăннă форума "Санкт-Петербург - морская столица" проект шайĕнче йĕркелеççĕ.

Мероприяти тĕллевĕ - Раççей Федерацийĕнчи производствăри тата йăлари хытă каяшсенчен шыв ресурсĕсене упрассипе тата экологи хăрушсăрлăхне пăхăнассипе эффективлă мерăсен комплексне йышăнасси. Форумра ĕçекен шывăн пахалăхне ỹстерес, предприятисене çĕнĕ технологисемпе усă курма хавхалантарас, тавралăха сиен кỹрессине чакарас ыйтусене сỹтсе яваççĕ.

Çавăн пекех шыв ресурсĕсене упрассипе, производствăри тата йăлари хытă каяшсене пуçтарассипе, ĕçе ярассипе, вĕсене вырнаçтарассипе, турттарса тухассипе, тăван тавралăха тасатассипе пĕтĕм тĕнчери тата регионти инноваци проекчĕсем мĕнле ĕçленипе те паллашма май пулĕ. Форума федераци тата регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен, коммерциллĕ мар организацисемпе бизнес-обществăсен представителĕсем хутшăнаççĕ.

Форумра сỹтсе явнă ыйтусене пĕтĕмлетсе шыв ресурсĕсене упрас енĕпе тата Раççейре йăлара усă куракан каяшсене вырнаçтарассипе эффективлă тытăм йĕркелессипе РФ Федераци Канашĕн профиль комитечĕсене, министерствăсемпе ведомствăсене резолюци çырса хатĕрлеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика