АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсенчен асăрхан, тимлĕ пул

02 февраля 2016 г.

 Юлашки çулсенче, инновациллĕ технологисем кашни çулах çĕнелсе пынипе , хура чунлисем те çынсене улталас тесе çĕнĕ меслетсем шыраса тупаççĕ. Акă, 2015 çулта укçа тытмалли карттăсем, банкри счетсем çинчен электронлă майпа е телефонпа шăнкăравласа кирлĕ информацие ыйтса пĕлнипе укçа вăрланин тĕслĕхĕсем ỹснĕ. Юлашки çулсенче тата интернетра сутас е туянас пĕлтерỹсем нумайланчĕç. Акă тĕслĕхрен, халăх Авито сайтпа час-часах усă курать. Шел пулин те, кунта та ултавçăсем пуймалли тĕрлĕ меслет шыраса тупнă. Пĕр-пĕр пĕлтерỹ лартнă çынна телефонпа шăнкăравласа сутакан япалана туянма, укçан çур суммине банк картти çине куçарма калаçса татăлаççĕ. Çавăн пек жуликсем çыннăн банк карттин номерне те вăлтса пĕлеççĕ, тимлĕхе çухатнă граждансем банк ярса паракан 5 цифрăллă кода та вĕсене каласа параççĕ, кайран укçасăр тăрса юлаççĕ. Çакăн пек лару-тăру сиксе тухасран килекен СМСри цифрăсене никама та пĕлтерме юраманнине манмалла мар.

Улталанă çынсен шучĕ ỹссе пынă май январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинче "Киберпреступления и телефонные мошенничества" темăпа пресс-конференци иртрĕ. МИХ представителĕсемпе уголовлă шырав управленийĕн тата "К" пайăн, "Сбербанк" ПАО республикăри уйрăмĕн ертỹçисем тĕл пулчĕç.

Уголовлă шырав управленийĕн начальникĕн çумĕ Евгений Андреев пуçтарăннисене республика территорийĕнче пулса иртекен ултавлă ĕçсем пирки пĕлтерчĕ.

- 2015 çулта республикăра шульăкланин 1058 фактне палăртнă, вĕсенчен 102-шĕ - ял тăрăхĕсенче. Ултавçăсенчен ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче, Улатăр, Шупашкар районĕсенче пурăнакансем шар курнă, - терĕ Евгений Анатольевич.

Ултавсен тĕп тĕсĕсем пирки полицин аслă лейтенанчĕ Андрей Яблоков каласа пачĕ. Андрей Александрович пĕлтернĕ тăрăх, час-часах республикăра пурăнакансем "социаллă" ултавçăсенчен (социаллă хỹтлĕх ĕçченĕсем, пăснине сирекенсем е ăпăр-тапăр сутакансем тесе суякансем), телефонпа е интернетпа усă курса пурлăха вăрлакансенчен шар кураççĕ.

Банк карттисенчен укçа-тенке вăрлани пирки ШĔМĕн "К" уйрăмĕн начальникĕ, полицин подполковникĕ Александр Смирнов тĕплĕнрех каласа пачĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çынсен банк карттисенчен укçа-тенке вăрланин 49 фактне тупса палăртнă. Вĕсенчен 7-шне палламан номерсенчен янă СМС-çырусене граждансем уçса, телефон çине куçнă сиен кỹрекен программăсемпе усă курса пурнăçланă.

Банк карттисемпе тĕрĕс, хăрушлăхсăр усă курасси тата мошенниксене хирĕç еплерех кĕрешесси пирки вара "Перекет банкĕ" ПАОн Чăваш Республикинчи тỹрĕ суту уйрăмĕн начальникĕ Евгений Слепенко тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Банк картти е тĕрлĕ счетсем çинчи укçа-тенке сыхласа хăварас тесессĕн çак правилăсене асра тытмалла:

1. Банк карттин пин-кодне, реквизичĕсене (карта номерне, вăрттăн кодне, карта хăçанччен ĕçленине, камăн пулнине) никама та, нихăçан та ан пĕлтерĕр;

2. Пин-кода вĕренмелле, ăна карттăпа çумăн тытмалла мар;

3. Карттăна ют çынсене тыттармалла мар, унпа пурнăçлакан операцисене сăнаса тăма тăрăшмалла;

4. Тỹлевсене йышăнакан кассирсене е магазинсенчи сутуçăсене карттăсене сăнаса тăма ан парăр, сире каялла тыттарсан çав вăхăтрах пуçтарса хурăр;

5. Карттăсем çинчен укçа илес тесен видеосăнав тата хурал пур, хăрушсăрлăхлă вырăна вырнаçтарнă банкоматсемпе усă курма тăрăшăр. Çакăн евĕр банкоматсем патшалăх учрежденийĕсенче, банксенче, пысăк суту-илỹ центрĕсенче вырнаçнă;

6. Чексене банкомат çумĕнче пăрахса ан хăварăр, май пулсан çурса тăкма тăрăшăр;

7. Банкоматра тĕрлĕ операцисем туса ирттернĕ чухне çумри ют çынсенчен асăрханăр, картоприемник, клавиатура тата хăй банкомат çинче хушма устройствăсем пурри е çуккине сăнăр. Ун пек япаласене асăрхасан банкомат çинчи телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтерме тăрăшăр;

8. Интернет урлă мĕн те пулин илес пулсассăн карта номерне икĕ хутчен ан çырăр. Пĕрремĕш хутчен çырсан сбой пулса иртрĕ пулсан, сайт адресне тĕрĕслĕр, карттăна блокировать туса хурăр;

9. Енчен те банк ĕçченĕсем тесе шăнкăравлакансем карта реквизичĕсене ыйтсан, вĕсене нимĕн те ан пĕлтерĕр, вĕсемпе ан калаçăр, май пулсан шăнкăравланă номере полицие пĕлтерĕр. Банкра сирĕн реквизитсем пуррине ан манăр;

10. Карттăсемпе усă курнă чухне тĕрлĕ ыйтусем çуралсассăн банк ĕçченĕсенчен сĕнỹсем ыйтăр, ытти çынсен сĕнỹ-канашĕпе усă курма ан тăрăшăр;

11. Банк операцийĕсем çинчен смс-çырусем килекен телефон номерне улăштарсан банк ĕçченĕсене кун пирки пĕлтерĕр;

12. "Зарплатный" текен тата кредит лимитне паракан карттăсемпе интернетра суту-илỹ ан тăвăр. Енчен те мошенниксем карта çинчен укçа вăрлас тесен пĕтĕм ĕç укçине тата кредит лимитне илсе кайма пултараççĕ;

13. "Интернет-банкинг" пулăшупа тăтăш усă куратăр пулсассăн унта кĕмелли логинпа пароле вăрттăн вырăнта упрăр. Вĕсене çухатсассăн нумай кĕтмесĕрех банка шăнкăравласа "Интернет-банкингри" харпăр хăй кабинетне кĕме чарма ыйтăр, малтанхи парольсене улăштарăр.

Банк картти - укçа упрама, магазинсенче, кафесенче, интернетра укçасăрах илме май паракан мел. Асăннă карттăсене халăха çăмăлрах пултăр тесе, алри укçапа усă курнине чакарас тĕллевпе шутласа кăларнă. Çавăнпа пĕрлех карта хуçисем хăйсем тимсĕр пулнипе, хăш-пĕр правилăсене пĕлменнипе укçа-тенкĕсĕр тăрса юлма пултараççĕ. Карттăсемпе усă курнă чухне тимлĕ пулăр!

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика