АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмалли чи лайăх вырăн - Чăваш Ерре

02 февраля 2016 г.

 Январĕн 28-мĕшĕнче Раççей Общество палатин членĕсем Чăваш Енĕн туризмпа, культурăпа тата инвестицисемпе çыхăннă хăвачĕпе паллашнă. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан сумлă делегаци хутшăннă.

ЧР Пуçлăхĕ Общество палатин пĕрлехи ларăвĕнче тухса калаçнă. Вăл Чăваш Ен Атăл тăрăхĕн вăйлă аталанакан тата хăйнеевĕрлĕ регионĕ пулнине палăртнă. Михаил Игнатьев Чăваш Ене - пурăнмалли чи лайăх вырăна - килсе курма йыхравланă.

Выставка экспозицийĕсенче Чăваш Енре экологи, спорт, ял хуçалăхĕ, медицина, ытти енĕпе пурнăçлакан мĕн пур тĕп проект сăнланнă. Общество организацийĕсен представителĕсем хăйсен ырă опычĕпе паллаштарнă. Çав шутра - Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен совечĕн "Наци тата культура йăлисене упраса ăруран ăрăва парса пырасси: амăшĕнчен - хĕрне" куравĕ, Улатăр хулинчи православи чиркĕвĕн прихучĕн инвалид ачасене пулăшмалли проекчĕ тата ыттисем. Михаил Игнатьев вара çав кунах Чăваш Республикин ентешлĕхĕн Мускавра тата Мускав облаçĕнче пурăнакан представителĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика