02 февраля 2016 г.
Надежда ПЕТРОВА,
район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру - кăçал влаçсене ĕçлеме вĕрентекен патшалăх пĕлтерĕшлĕ программăлла документ.
Чăваш Республикин пуласлăхĕ, Раççейĕнни пекех, çамрăк ăрăвăн аллинче. Çамрăксен гражданла позицийĕнчен тата пултаруллă ĕçĕнчен пирĕн республикăн аталанăвĕ килет. Михаил Игнатьев Çырăвĕнче Тăван çĕршывăн йăли-йĕркине юратни, хисеплени, çĕршыв патне патриотизмла туйăм пулни тĕп вырăнта тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Республика Пуçлăхĕ педагогика обществин ĕçне тивĕçлĕн хаклани уйрăмах савăнтарать. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче Чăваш Енри шкул ачисем 6-мĕш вырăн йышăннă, çулсерен спортри çитĕнỹсен шучĕ ỹссех пырать.
2016 çулхи Çырура вĕрентỹ тытăмне пырса тивекен ыйтусене палăртса хăварнă. Çĕнĕ шкулсем хăпартнине кăçал тимлĕн тата çирĕп сăнаса тăрĕç.
Çырура палăртнă тĕллевсемпе хушусене республикăра пурăнакан кашни гражданинăн пурнăçламаллах.
Светлана УЛЬДИНА,
район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:
Республика Пуçлăхĕ Çырура халăх официаллă мар ĕçленин проблемине тата "сăрă" ĕç укçи тỹленин шучĕ ỹснине уйрăм палăртса хăварнă.
Коммерциллĕ структурăра иккĕллĕ бухгалтери ертсе пынине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Асăннă структурăра ĕçченсем ĕç укçине ведомоç тăрăх тата "конвертра" илеççĕ, "конвертра" çеç илнĕ тĕслĕхсем те самаях, ĕçченсем ĕçе официаллă майпа çирĕпленмесĕр вырнаçни те час-часах тĕл пулать. Тĕрĕссипе каласан, кун пек майпа ĕçе илекен ертỹçĕсем саккуна пăсаççĕ. Çавăнпа та çынсем çакăн евĕр тĕслĕхсем пирки яваплă органсене пĕлтерни кирлех. Саккун тулашĕнчи экономикăн шутне чакарсан унпа кĕрешни те ăнăçлă пулĕ, пенсисем те ỹссе пырĕç.
Саккун тулашĕнчи экономикăна тупса палăртас тĕллевпе 2015 çулта тĕрлĕ мероприятисем ирттерни бюджета 1900 пин тенкĕ налуксен парăмне илсе кĕртме пулăшнă.
Ĕçе официаллă мар майпа вырнаçтарнин шутне чакарас ĕç кăçал та малалла тăсăлĕ, ирттернĕ мероприятисемпе район администрацийĕн сайтĕнче паллашма май пулĕ. Çавăнпа пĕрлех районти ял тăрăхĕсенче "хĕрỹ линисем" ĕçлеме пуçлĕç, вĕсемпе усă курса граждансем ĕç законодательствине пăхăнман, "конвертра" ĕç укçи паракан, Пенси фондне укçа куçармасăр ĕçченсене тивĕçлĕ пенси илме май паман ертỹçĕсем пирки пĕлтерме пултараççĕ.
Хисеплĕ ертỹçĕсем, предприятисенчи ĕç-хĕле тĕрлĕ яваплă комиссисем ан хутшăнччăр, малашне штрафлă санкцисем ан паччăр тесен, ĕçченсемпе ĕçри хутшăнусене, ĕç саккунĕн нормисемпе килĕшỹллĕн, йĕркене кĕртме хистесе ыйтатăп.
Источник: "Каçал Ен"