26 января 2016 г.
Хĕл хăйĕн илемĕпе кашнинех тыткăнлать. Хĕллехи вăхăт уйрăмах ачасемшĕн хаваслă. Юртан тĕлĕнтермĕш кĕлеткесем тума, çỹллĕ тăвайккисем ăсталама ансат.
"Асамат кĕперĕ" садикре воспитательсем ачасен вăхăчĕ хаваслăрах ирттĕр тесе нумай тăрăшаççĕ. Хĕллехи пĕр илемлĕ кун "Капитошка" ушкăнри ачасем урама уçăлма тухсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Вĕсем юр çинче вăрăм "крокодил" выртнине курчĕç. Çавăн пекех кунта "тимĕр шапасем", пытанмалли хỹшĕсем, çỹллĕ тăвайккисем пур тата мăнаçлă чăрăш аякранах курăнса ларать. Савăнмаллипех савăнчĕç шăпăрлансем, хăйсен пĕчĕк кĕреçисене илсе йĕри-тавра юра хырса тасатрĕç, верандăна шăлса тирпейлерĕç. Вара мăнаçлă чăрăш тавра карталанса тăрса Çĕнĕ çул юррисене шăрантарчĕç, кивĕ çулпа сывпуллашрĕç. Савăнсах çỹллĕ тăвайккинчен ярăнчĕç. Эх, хаваслă-çке хĕлле!
В.НИКИФОРОВА,
"Капитошка" ушкăн воспитателĕ.
Источник: "Каçал Ен"