АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Манăн çăлтăр çутăрах çунасса шанатăп"

29 января 2016 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ наукăра, творчествăра пысăк ỹсĕмсем тăвакан чи пултаруллă çамрăксене кашни çулах ятарлă стипенди парса хавхалантарать. Кăçал та пирĕн районтан стипендиат ятне илме тивĕçнисем пулчĕç. Паян хаçат вулакансене вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн.

Ксения Гришина пирки манăн "çавра çил" теес килет. Вăл шкулта "5" паллăсемпе çеç вĕренет, шкул хыççăн искусство шкулне юрлама васкать, тĕрлĕ фестиваль-конкурссене кайма хатĕрленет. Акă, манпа та искусство шкулĕ хыççăн тĕл пулчĕ, калаçса пĕтерсен татах таçта тухса чупрĕ.

15 çулхи Ксения Гришина Куславкка хулинче çуралнă. Аслă хĕрĕ 4-5 çулта чухне ашшĕне, Валерий Алексеевича, Комсомольски районне прокурорта ĕçлеме куçарнă май, вĕсем çемйипех пирĕн тăрăха куçса килнĕ. Юрă-кĕвĕ тĕнчинчи пĕрремĕш утăмĕсем Ксюшăн 6 çул каялла пуçланнă. Амăшĕ, Ирина Анатольевна, хĕр пĕрчийĕ яланах юрласа çỹренине тĕпе хурса искусство шкулне Ираида Спиридонова патне ертсе кайнă.

15 çулта çеç пулин те, малашнехи пурнăçĕ еплерех пулассине Ксюша халех палăртнă. Вăл опера юрăçи пуласшăн, Аида Гарифуллина, Дмитрий Хворостовский, Анна Нетребко, Андра Бачелли юрăçсен çитĕнĕвĕсем патне ăнтăлакан хĕр 9-мĕш класс хыççăнах Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме каясшăн.

Пулас юрăç мĕн пĕчĕкренех юрлама кăмăлланине аса илет. Искусство шкулне çỹреме пуçланă май "Вербочки" ансамбльпе е хăй уйрăм юрласа тĕрлĕ мероприяти-конкурссене хутшăннă. Çапах дебют "Чăваш Ен ĕнчисем" конкурсра пулнă. Унта илемлĕ, чуна пырса тивекен сасăллă хĕрпĕрчие Сергей Николаевич Бреус асăрханă, унăн меценачĕ пулма кăмăл тунă. Çав вăхăтран пуçланнă Ксюшăн юрăпа пуян тĕнчи. Кĕске вăхăтрах вăл Шупашкар районĕнчи икĕ хĕрпе пĕрле Магнитогорскри "Подарим детям шар земной", Клинри "Звонкие голоса", Калугăри "Этномир", Самарти "Чунга-чанга" тата Мускав хулинче иртекен ытти фестивальсене хастар хутшăннă. Çав пĕр фестивальте Ксюша Евгений Крылатов композиторпа паллашнă. Паллă композитор хĕрачана çав вăхăтрах "Ария русалочки" юрра парнеленĕ.

Акă, нумаях пулмасть Ксения паллă поэтăн, Юрий Энтин композиторăн юбилей концертне хутшăннă. Савăнăçлă концерт Мускав хулинче, Крокус Сити Холта иртнĕ. Юрий Энтина паллă юрăçсем саламланă. Ксения Иосиф Кобзонпа "Дорогою добра" юрă шăрантарнă. Сцена çине паллă артистпа пĕрле тухни пикешĕн калама çук пысăк çитĕнỹ, тата хăй каланă тăрăх - пысăк чыс. Çав самант Ксюшăн асĕнчен халĕ те тухмасть, тухмĕ те.

- Юрă-кĕвĕпе туслă пулни, тĕрлĕ фестивальсене, конкурссене час-часах хутшăнни кичемленсе ларма памасть, пурнăçа хаваслăх кĕртет. Акă, октябрьте "Голос. Дети" конкурса хутшăннă ачасемпе юрлама май килĕ. Хам та тепĕр темиçе çултан аслисем хушшинче иртекен "Голос" е "Главная сцена" конкурссене хутшăнма ĕмĕтленетĕп. Манăн çăлтăр çутăрах çунасса шанатăп, - терĕ Ксения сăмахне вĕçлесе.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика