29 января 2016 г.
Пыйтланасси уйрăмах ачасем хушшинче сарăлнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе ытларах хутшăннăран, пыйтă пĕринчен теприне ерет, чир сарăлать.
Чир мĕнле палăрать-ха? Чи малтанах ача пуçне хыçма тытăнать. Кунран-кун кĕçĕтни ỹссех пырать. Пыйтă çын юнĕпе тăранать, çамрăк ама 8-10 кун хушшинчен çăмарта сапать. Çавна май вĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ, çынна канăçсăрлантараççĕ.
Пыйтăран сипленме, вĕсене вĕлерме ятарлă шампуньсем, лосьонсем пулăшаççĕ. Вĕсемпе пĕр хутчен çеç усă курни çителĕксĕр, мĕншĕн тесессĕн юлнă пыйтă çăмартисенчен çĕннисем тухма пултараççĕ, чир тепĕр хутчен вăй илес хăрушлăх та пур. Çемьере профилактика мероприятийĕсем ирттермеллине те асра тытмалла. Тумтире, çывăракан вырăн таврашне, ал шăллисене пĕтĕмпех вĕри шывпа çумалла, турасене тасатмалла. Килти кавирсене, матрассене те пылесоспа тасатмалла.
Чиртен асăрханса ют çыннăн япалисемпе усă курмалла мар, ашшĕ-амăшĕн ачасене санитарипе гигиена правилисене мĕн пĕчĕкрен пăхăнма хăнăхтармалла.
Г.ГИБАТДИНОВА,
педиатр.
Источник: "Каçал Ен"