АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кардиологпа тĕл пулчĕç

29 января 2016 г.

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра "Сывлăх" клубра черетлĕ заняти иртрĕ.

Ăна Инна Ивановна Ефремова кардиолог врач ертсе пычĕ. Вăл чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Чĕре инфаркчĕ, гипертони (артерири юн пусăмĕ ỹсни), атеросклероз (артери стенки хулăнланса хытни) канăç памасть. Ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: çак хăрушă чирсенчен сыхланас тата вĕсем сарăлассине чакарас тесе мĕн тумалла-ха? Çак ыйтусем тавра пулчĕ те ĕнтĕ калаçу.

Пухăннисем тухтăрпа пĕрле хăйсене хумхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç. Инна Ивановна кашни ыйту çине тĕплĕн хуравларĕ, усăллă сĕнỹсемпе канашсем пачĕ.

А.ВОЛКОВА,

библиограф.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика