29 января 2016 г.
Çирĕп сывлăх - пурнăçри чи хаклă пуянлăх. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, спортпа туслашмалла. Çуран çỹремелле, чупмалла, йĕлтĕрпе ярăнмалла, футболла, баскетболла, волейболла вылямалла, шывра ишсе киленмелле. Районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче спортпа çывăх туслашма пур услови те çителĕклĕ, кунта аслисем те, ачасем те хаваспах çỹреççĕ. Хĕллехи-çуллахи вăхăтра стадионта утакан-чупакан та, йĕлтĕр-конькипе ярăнакан та чылай.
Акă, январĕн 27-мĕшĕнче пациентсем тухтăрпа пĕрле уçăлма тухрĕç. Надежда Михайловна Алякина терапевт врач, Гафие Азизова, Зульфия Азизова медсестрасем пациентсемпе пĕрле уçăлса çỹрерĕç. Вĕсене мĕн хумхантарнине ыйтса пĕлчĕç, сиплев курсĕпе паллаштарчĕç.
- Паянхи кун районта шăнса пăсăлакансен йышĕ палăрмаллах ỹснĕрен, грипп чирĕ сарăласран асăрханмалла. Профилактика мероприятийĕсем ирттермелле, санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла. Сунаслама, ỹсĕрме пуçласассăнах тухтăр патне васкамалла е ăна киле чĕнмелле. Сезон вăхăтĕнчи грипп 5-7 кунран кăна йывăр чире куçма пултарать. Халь Раççейĕпе сарăлнă A(H1N1) грипп вара 2-3 кунранах организма хавшатать. Грипп чирĕнчен асăрханса вăхăтра вакцинаци туни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çакна кашни çулах шута илесчĕ те, - терĕ пациентсене асăрхаттарса Надежда Михайловна.
Сăмахран, "Тухтăрпа - уçăлма" акцие хутшăннă Ревокат Прохорович Моисеев çулĕсене пăхмасăрах спортпа туслă. Пушă вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнать, çуран çỹрет. Ахалтен мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ветеранăн сывлăхĕ аван, кăмăлĕ уçă.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"