29 января 2016 г.
Чăваш Енре пĕлтĕрхи çул чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çул пулчĕ. Кăçалхи çулталăка сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çул тесе палăртрĕç. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре сывлав органĕсен чирĕсемпе кашни çулах пине яхăн çын вилет. Раççейĕпе илес пулсассăн, пирĕн регионта çак чиртен вилекенсен йышĕ икĕ хут нумайрах, юлашки пилĕк çулта федерацин Атăлçи округĕнче вара эпир лидерсен йышĕнче. Çавăнпах пулĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова чирпе кĕрешме тĕллев лартса, лару-тăрăва уçăмлатма 2016 çула сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе палăртрĕ.
Сăмахран, пациентсенчен чылайăшĕ чĕре чикме тытăнсанах васкавлă пулăшу чĕнет. Çав вăхăтрах вара чылай вăхăт хушши ỹсĕрсе çỹрекенсем, сунаслакансем сипленме васкамаççĕ. Вĕсене ỹт температури ỹсни, вăйран кайни те пăшăрхантармасть. Чылайăшĕ хăйсем тĕллĕнех сипленет тата. Мĕншĕн-ха? Чир организма хавшатнине, вăл шала кайнине пĕлмеççĕ е туймаççĕ? Шăпах вăхăтра сипленменни, тухтăр патне кайманни пневмони чирĕ патне илсе çитерет. Вăраха кайнă чире пула çын пурнăçран уйрăлать.
Çынсем тăтăшах сывлав органĕсен чирĕсемпе чирленинче пирус туртни те пысăк витĕм кỹрет. Çавăнпа та пирус туртакансен йышне чакарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Акă, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин тĕп специалисчĕ Елена Наумова пĕлтернĕ тăрăх, малашне пирус туртма чарас енĕпе спирометри тата смокилайзерпа экспресс-диагностика ирттерни пысăк витĕм кỹмелле. Асăннă аппаратсем ỹпкен физиологи çулне тата калăпăшне пĕлме май параççĕ. Кăçал шăпах ятарлă сывлав патрулĕсем дежурствăна тухаççĕ. Юн пусăмне кăна мар, ỹпке калăпăшне, вăл мĕнле ĕçленине хаклĕç. Вĕсем малашне суту-илỹ центрĕсенче, урамсенче дежурство йĕркелĕç.
Сывлав органĕсен чирĕсем хушшинче чи анлă сарăлнисем - грипп тата ОРВИ. Ун хыççăн пневмони, бронх астми пырать. Çавăнпа та çынсене иммунизацилесси пысăк вырăн йышăнать. Сăмахран, 2015 çулта республикăра пурăнакансен 30 процентне грипп чирĕнчен вакцинăланă, пилĕк çул каялла вара çак цифра 18 процентпа танлашнă. Республикăра пневмококк инфекцийĕнчен 2014 çулта вакцинăлама тытăннă, пĕлтĕр 21 пин çынна вакцинăланă. Çак ĕçе халĕ кашни çулах йышлăрах та йышлăрах пурнăçлама планлаççĕ. Чиртен вăхăтра асăрханни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Алла Самойлова,
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ:
Экспресс диагностика аппарачĕсем чир диагнозне палăртмаççĕ, вĕсем ỹпке мĕнле ĕçленине хаклаççĕ тата кама тухтăр пулăшăвĕ кирлине палăртаççĕ. Çавăнпа та калаçу туртакансем пирки çеç пымасть, ỹпке хавшани пурин те пулма пултарать. Ỹпке мĕнле ĕçленине килти условисенче те çăмăллăнах тĕрĕслесе пăхма пулать, сывлăш хăмпине çеç вĕрсе хăпартмалла. Сывă çын ăна наччасрах сывлăшпа вĕрсе тултарать, ỹпке хавшак çынна ку ĕçе пурнăçлама йывăртарах.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"