29 января 2016 г.
Январĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ял хуçалăх предприятийĕсен, колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă. Вĕсем 2015 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи ĕç планĕсене палăртнă. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем 35 пин тоннăран кая мар тĕш-тырă, 5 пин тонна яхăн сахăр кăшманĕ, 55 пин тоннăран кая мар çĕрулми тата 9 пин тонна пахчаçимĕç туса илме планлаççĕ. Пĕтĕмпе 28 пин ытла гектар çине тĕш-тырă акмалла, кĕрхи культурăсене 4100 гектар çинче акса хăварнă.
Инвестици проекчĕсене вăя кĕртсе кăçал "Слава картофелю" агрофирмăра 5 пин тонна упрамалли хранилищĕне реконструкцилесшĕн, Н.Самарин фермер хуçалăхĕнче çĕрулми упрамалли хранилищĕне хута ямалла, "Дружба" ЯХПК-ра 1 пин тонна çĕрулми упрамалли хранилище тума тытăнаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне илес пулсассăн, 2016 çулта вĕсен йышне сыхласа хăварасси - тĕп тĕллев. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсен 3,3 пин тоннăран кая мар аш-какай туса илмелле, пур хуçалăхра та сĕт туса илессине 12,5 пин тонна çитермелле. Асăннă отрасльте те инвестици проекчĕсем хута каймалла: Г.Прокопьев фермер хуçалăхĕнче 100 пуç сăвакан ĕне тытмалли, "Слава" ЯХПК-ра 150 пăру валли, "Искрăра" 180 пуç пăру валли, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнче 100 ĕне тытмалли, "Рассветра" 200 пуç ĕне валли сĕт-çу фермисем тумалла.
Çитес вăхăтра вара ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсем пуçланаççĕ. Унта 2015 çула пĕтĕмлетĕç, кăçал пурнăçламалли плансене палăртĕç.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"