29 января 2016 г.
Алексей Самаркин,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Кăçалхи çул - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех Çырура экономика вăй илнине, çĕнĕ производствăсем хута кайнине, сывлăх сыхлавĕ, вĕренỹ тытăмĕ аталаннине, çынсене социаллă пулăшу парасси ỹснине палăртса хăварчĕ.
Михаил Игнатьев Çырăвăн пысăк пайне апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн сферин ыйтăвĕсене халалларĕ, ял хуçалăхне малашне аталантармалли, импорта улăштаракан программăсене вăя кĕртмелли тĕллевсене палăртрĕ. Унпа пĕрлех малашне ял хуçалăх производствине аталантармаллине, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курассинче йĕрке пулмаллине, вĕсемпе мĕнле усă курнине муниципалитет енчен çĕр тĕрĕслевĕ тухăçлă пулмаллине асăнчĕ.
Импорта улăштарассипе пĕрремĕш тĕллевсенчен пĕри хамăр çĕршывра туса хатĕрлекен пахалăхлă вăрлăхсемпе тивĕçтерме вăрлăх ĕрчетекен ятарлă центрсем тата çĕрулми, пахчаçимĕç упрамалли ку чухнехи хранилищĕсем, çĕнĕ теплицăсем тăвас ĕç хăвăртлăхне ỹстерме тĕллев лартнине ырлатăп.
Кашнин умне пысăк тĕллевсем лартнă. Апла пулсассăн, пурин ырлăхĕшĕн те пĕрле тăрăшса ĕçлĕпĕр.
Петр КРАСНОВ,
ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:
- Эпир хамăр пуçланă ĕçсене малалла тăсатпăр, чăн та, вĕсене тата лайăхрах пурнăçлама тăрăшатпăр. Паллах, çĕнĕ тĕллевсем лартса çак ĕмĕтсене те чăна çавăрма ăнтăлатпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра кăçал тата çитес çулсенче çĕнĕ объектсем хута ярассине пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче пирĕн регионта 50 яхăн çĕнĕ ача сачĕ уçнă, çак ĕçе малалла та тăсăпăр, мĕншĕн тесен демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Çĕнĕ шкулсем, ФАПсем - йăлтах халăх ырлăхĕшĕн. Спорт керменĕсем уçăлни те савăнтарать. Çĕннисенче пĕри - "Шупашкар-Арена". Кăçал Чăваш Енре Раççей шайĕнче ĕçлекен биатлон тата маунтинбайк центрĕсем уçăлмалла - вĕсем пирĕн республикăра халĕччен пулманччĕ-ха. Çĕнĕ тепĕр проект вăл - Вăрмар, Çĕрпỹ, Елчĕк районĕсенче нумай функциллĕ культура центрĕсем уçма палăртни. Республика бюджетĕнче 3 çак объект валли укçа пăхса хăварнă. Çитес çулсенче çакнашкал 8 объект тумалла.
Любовь ШУРЯШКИНА,
"Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ:
- Эпир, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, Чăваш Енри ĕç-хĕле куллен çутатса тăратпăр. Çавна май республикăра пулса иртекен паллă событисен, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен летопиçне çырса пыратпăр тесен те йăнăш мар.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырă-вĕнче Михаил Васильевич Игнатьев 2015 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕ, кашни отрасль умне тĕллевсем лартрĕ. Правительство, яланхи пекех, çемье, ачасем, сывлăх сыхлавĕ, вĕренỹ, сывă пурнăç йĕрки çине тимлĕх уйăрĕ. Çырура ĕç çыннине мала лартассине калани уйрăмах килĕшрĕ. Михаил Игнатьевăн Çырăвĕ пире те, хаçатçăсене, хавхалантарать, хамăрăн тивĕçĕмĕре тата аванрах пурнăçлама, малашне те Чăваш Республикин утăмĕсене çутатма, вулакансене хыпарсемпе çийĕнчех паллаштарса тăма хистет.
Мария ИЛЛАРИОНОВА,
районти "Централизациленĕ клуб системи" МБКУ директорĕ:
"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва ĕçтешсемпе пĕрле итлесе сỹтсе яврăмăр. Çыру общественноçа тата влаç органĕсене республика пуласлăхĕшĕн пĕрле килĕштерсе ĕçлеме чĕнсе калать. Михаил Игнатьев регионта çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассин шайне чакарасси çине уйрăмах пусăм турĕ. Маншăн, нумай çул шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕскершĕн, çакă ют мар. Çавăн пекех кăçалхи çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир, культурăра ĕçлекенсем, çын ĕçпе мухтавлă та хисеплĕ пулнине лайăх пĕлетпĕр. Кăçал ĕçре палăрнисене, маттуррисене чыслас енĕпе тата та тухăçлăрах ĕçлеме шантаратпăр.
Михаил Игнатьев Çырура пур сферăна та пырса тивекен ыйтусене çутатрĕ: вĕренỹ, экономика, ял хуçалăхĕ, медицина, çул-йĕр тата çурт-йĕр тăвасси, предпринимательсемпе пĕчĕк бизнеса пулăшасси, республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Республикăра пурăнакансен сывлăхне упрас тата çирĕплетес, ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе те кăçал пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланмалла. Михаил Васильевич çирĕп тĕллевсем лартрĕ, вĕсем пурнăçа кĕресси пирĕнтен те нумай килет.
Источник: "Каçал Ен"