26 января 2016 г.
Январĕн 21-мĕшĕнче районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем Шупашкар хулинче йĕркеленĕ "Свет Рождества" фестиваль-конкурса хутшăнчĕç. Ачасем юрласа, ташласа, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе каласа тупăшрĕç, ỹкерме кăмăллакансем илемлĕ ỹкерчĕксем хатĕрленĕ.
Жюри членĕсем пурин ĕçĕпе те тĕплĕн паллашрĕç, чи маттуррисене палăртрĕç. Тĕрлĕ номинацисенче пирĕн вĕренекенсем палăрни вара уйрăмах савăнтарать. Акă, "Вербочки" вокал ансамблĕ "Хоровое пение" номинацире пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Уйрăм юрăçсем хушшинче Ксения Гришина Гран-при хуçи пулса тăчĕ. Юрăçсене Ираида Спиридонова паха пĕлỹ парать, юрлама хăнăхтарать.
Çавăн пекех "Инструментальная музыка" номинацире кĕçĕн çулхисенчен Анастасия Егорова, Валерия Ефремова, Айгюль Мухаметзянова çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарчĕç. Вĕсене фортепианăпа Любовь Петрова тата Наталья Ковшова выляма вĕрентеççĕ.
Ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталăхне ỹстереççĕ, ыттисен пултарулăхĕпе паллашаççĕ. Вĕсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕни вара пурне те савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать.
Л.ПЕТРОВА,
преподаватель.
Источник: "Каçал Ен"