АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынсем пур çĕрте те хисепре

26 января 2016 г.

Надежда Потаповăпа Людмила Абукина "Электон" организацире (унчченхи "Агрокабель") тăрăшаççĕ. Завод ертỹлĕхĕ хĕрарăмсем иккĕшĕ те ĕçчен, вăр-вар та çаврăнăçуллă пулнине, хăйсен ĕçне аван пурнăçланине палăртать.

Надежда Николаевнăн кунти ĕç стажĕ вăтăр çул ытла. Вăл "Агрокабель" заводра иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех ĕçлеме пикеннĕ. Надя - контролер, продукци епле пахалăхпа тухнине тĕрĕслесе-пăхса тăрать. Юлашки вăхăтра кабель-пралук аван сутăнма пуçланăшăн, çĕнĕ заказчиксем тупăннăшăн савăнать ĕçчен. Ара, ĕçсĕр пурăнма хăнăхман чăваш çынни, юратнă ĕçне вара вăл урăххипе улăштарасшăн мар.

Людмила Алексеевна - бухтовщица, кабель кăларнă çĕрте тăрăшать. Ку коллектива ура ярса пусни çулталăк ытларах çеç пулин те, чылай çул вăй хурса пуян опыт пухнă юлташĕсенчен куллен вĕренсе пырать. Ĕçтешĕсем ырă та уçă кăмăлĕшĕн, вăр-вар аллисемшĕн хисеплеççĕ ăна.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика