26 января 2016 г.
Нумаях пулмасть Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлура çурт-йĕре тỹлевсĕр приватизацилессине 2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тăсма йышăннă. Кун пирки январĕн 21-мĕшĕнче капиталлă строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень пĕлтернĕ.
Вăлах граждансене пурăнакан çурт-йĕрне тỹлевсĕрех приватизацилеме май паракан ыйтупа "Единая Россия" фракци депутачĕсем тухса калаçнине палăртса хăварнă.
Малтан çак сĕнĕве уйрăм категориллĕ граждансем валли çеç хăварма йышăнасшăн пулнă. Раççей халăхĕ ыйтнипе вара асăннă программăна пурне валли те кĕртнĕ.
Источник: "Каçал Ен"