22 января 2016 г.
Чăваш телевиденийĕпе паракан музыка саламĕн пĕр передачинче шăраннă юрă сăмахĕсем Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Йỹç Шăхалĕнче пурăнакан Евгения Михайлова (Волкова) асĕнчен тухмаççĕ:
"Ĕçлесе ĕшентĕм эп куллен,
Кăшт канма та вăхăчĕ çук мар-и?
Ĕмĕрĕм çапла иртет хуллен -
Тăванпа пĕрле ларса пулмарĕ...."
Ятарласа Евгения Егоровнăшăн çырăнман çак йĕркесем. Анчах тăххăрмĕш теçеткене ваклакан ватă кун-çулĕпе пĕр килеççĕ.
Ытла та витĕр тирпейлĕ пурнăçпа пурăнса ĕмĕрне ирттерет-çке Евгень аппа. Кĕрлĕ-çурлă пылчăкра та унăн уринче - çăмран çыхнă шурă пански чăлхапа çут калуш. Йăлтăркка пушмакĕ çумне тусан пĕрчи те çыпăçмасть. Ĕçлеме ỹркенменрен çапла. Ачаранах куршанак çыпăçнă ун çумне. Çемьере çиччĕн пулнă вĕсем. 7 класс хыççăн хĕр пĕвне кĕрсе пыраканскер Шупашкарти музыка училищине çул тытать. Ăсталăхĕ пуртан ăна пĕр сăмахсăрах йышăнаççĕ. Экзаменсене пиллĕксемпе кăна тытнă вăл. Самана таппине кура унтан вĕренсе тухма май килмест. Шăпипе килĕшсе Евгень яла таврăнать. Кỹлĕнет вара ĕçе. Хĕр çулне çитичченех торф кăларнă çĕрте тăрăшнă, мĕн чухлĕ вăрман касман-ши тата? Йỹç Шăхальпе Аслă Арапуç хушшинчи çула тунă çĕрте ĕçлеме кашни киле каçалăк уйăрса панă. Тăпра, хăйăр, чул наçилккепе мĕн чухлĕ йăтнине каласа та пĕтереймĕн. Амăшĕпе юнашар кантăр тылли умне тăнă. Хăва вулли евĕр патакран сỹс тăвиччен хул-çурăма самаях авма тивет. Çамка çинчи тара та шăлма вăхăт çукрах. Кỹршĕ тылă çинчи хĕрарăмсем кун каçа 15-16 килограмм таран сỹс тăваççĕ пулсан мĕншĕн вĕсенчен юлмалла Евгенĕн?
Кантăр тыллама пултаракан хĕр пиçсе çитнине пĕлтерет. Çакна кỹршĕ ялти В.Михайлов асăрхать. Куçран, алăран ан вĕçерĕнтĕрех тесе пĕр каçхине вăрласа каять. Икĕ эрне киле каялла килес ĕмĕтпе пурăнать Евгень. Çук, хĕр пурнăçне каялла тавăраймасть. Вăрласа кайнă ят тухнăскере ашшĕ-амăшĕ те çавăнтах юлма сĕнет. Шăпа пỹрнинчен иртейменнине ăнланать вара Евгень.
Паян пĕр ỹкĕнĕçĕ те çук унăн. Василий Максимовичпа килĕштерсе пурăнчĕç вĕсем. Пĕр-пĕрин сăмахне куçран пăхсанах ăнланатчĕç. Сивĕ сăмах каласа та курман. Калама вăхăчĕ те, сăлтавĕ те пулман.
- Сак тулли вунă ача çуратса ỹстертĕмĕр. Ăрăва малалла тăсакансем хамăр пекех пулчĕç. Улмисем йывăççинчен аякка ỹкмерĕç, - кашнин пирки каласа парать Евгения Егоровна.
Чăн та çапла. Аслăраххисем кĕçĕннисене пăхнă. Ĕç çумне явăçаканнисем амăшĕпе пай тунă. Çу каçипе пĕр ана çинчен теприне миçе хутчен кĕнĕ-ши? Куккурус, çĕр улми, выльăх кăшманĕ, хăяр, купăста, хăмла йăранĕсем çип çапнă пек тикĕс те çумсăр пулнă.
Паян вара хăй ỹстернĕ "çимĕçпе" те савăнать Е.Михайлова. Хĕрĕсем пĕринчен тепри хастар та маттур, ури тупанĕсем çĕре перĕнмеççĕ. Мĕн кăна ỹстерсе хатĕрлеме пĕлмеççĕ-тĕр. Валя Патăрьел районĕнчи "Первомайский" хуçалăхра тĕп зоотехникра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Галя - Шурутра садик заведующийĕ, Антонина Патăрьелĕнче тĕпленнĕ. Штатра тăман хурал пайĕнче ĕçлет. Юля врач профессине суйланă, Шупашкарта пурăнать. Шел, 3 ачи пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни çеç кулянтарать ăна.
Ывăлĕсем те ăру чысне çỹлте тытаççĕ. Анатолий Хусанти авиаци заводĕнче инженер-механик пулса 40 çула яхăн тăрăшать. Юрий Мускав хулине пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек пĕлет, 20 çул таксистра тăрăшать. Геннадий - кил вучахне упраканĕ. Ашшĕ-амăшĕн халалне çĕре ỹкермерĕ вăл. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Тĕпри кинĕ Ирина Евгень аппанах пăхнă. Пỹрт-çурчĕ яланах таса та тирпейлĕ. Тепри тутлă ыйхăран вăраниччен вĕсем кăмака хутса кăпăш капăртма пĕçерсе кăларма та ĕлкĕреççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.
- Паян манран телейлĕ çын çуках пуль тетĕп, - савăнăçне пытараймасăр калаçать Евгень аппа. - Мăшăрăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăнчĕ. Яппун вăрçинче те пулчĕ. 8 çул пĕр таврăнмасăр çирен салтак тумне ямарĕ. Кĕтекенсем телейлĕ тени тĕрĕсе тухрĕ. Пурăнан пурнăçа чыслă, сумлă ирттертĕмĕр. Шел, паянхи ырлăха кураймарĕ. Халĕ эпĕ кĕрỹсемпе, кинĕмсемпе савăнатăп. Куç тулли 20 мăнукăм пур. Кĕçĕн мăнукăмсем 12. Кунран ытла мĕн кирлĕ тата. Ачасене хама савăнмах çуратнă иккен. Умри саппунăм вара савăнăç куççулĕ шăлма çеç пултăрччĕ.
А.ИВАНОВА.
Источник: "Каçал Ен"