22 января 2016 г.
Çĕршыври страховани рынокĕнче тĕрлĕ компанисем хăй вăхăтĕнче çумăр хыççăнхи кăмпасем пек шăта-шăта тухрĕç. Анчах вакăскерсем юлашки вăхăтри саккунсем ыйтнине тивĕçтерме вăй-хал çитереймеççĕ, çавăнпах хупăнаççĕ е пысăкрах организацисем çумне çыпăçаççĕ. Мĕн тăвас тен, хĕвел айĕнче пурне те вырăн çитмест вĕт. Акă, АСН агентство Интернетра пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Банкĕ январĕн 14-мĕшĕнче "Апогей Мед", "АСКО СКЭЛ плюс", "Достоинство" ОСЖ, "Поддержка" ПСК, "Приоритетное страхование", "Регард страхование", "Родина" тата "Русский альянс" страхлакан компанисен лицензийĕсене чарса лартма йышăннă. Сăлтавĕ - финанс çирĕплĕхĕ çитменни тата страховани резервĕсен йышĕнче хăйсен укçи-тенки сахалли. Ытти компанисем пирки эпир МИХсенчен çеç пĕлетпĕр тĕк, районта пурăнакансене "Поддержка" шăпи кăсăклантаратех пуль. Унăн лицензине устав капиталĕн виçи пĕчĕкрех пулнипе чарса лартнă, вăл халь "Наско" страховани компани йышĕнче, çав функцисенех пурнăçлать.
Источник: "Каçал Ен"