19 января 2016 г.
Елчĕк район сучĕ Перекет банкĕ ыйтса çырнине тивĕçтернĕ. Перекет банкĕ палăртнă вăхăтра кредитсене тỹлемен çынсенчен укçа-тенке шыраса илесшĕн. Договорпа килĕшỹллĕн Н. гражданина 280 пин тенкĕ кредит панă. Хăçан тата мĕн чухлĕ тỹлемеллине палăртнă. Анчах та кредит илнĕ гражданин асăннă килĕшĕве пурнăçламан. Малтанлăха вăл йĕркеллех тỹлесе пынă-ха, каярах парăма кĕнĕ. Парăм 182 пин те 171,46 тенкĕпе танлашать.
Кредитшăн вăхăтра тỹлемен çыншăн поручительсем те яваплă. Çавна май поручительсен те парăма тỹлеме тивет. Суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, Перекет банкĕн ыйтăвне тивĕçтерсе поручительсемпе кредит илнĕ çынран кредит парăмне тата патшалăх пошлинине шыраса илме йышăннă.
А.ТУМАЛАНОВА,
судья пулăшуçи.
Источник: "Каçал Ен"