АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă шыв ырă витĕм кỹтĕр

19 января 2016 г.

Кăшарни (Крещени) - православи тĕнне тытса пыракансемшĕн чи пысăк уявсенчен пĕри. Ăна кашни çулах январĕн 19-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак кун Иисус Христоса шыва кĕртнĕ. Турра ĕненекенсем çĕрле çăла е юхан-шыв хĕррине шыва кĕме каяççĕ, сăваплă шыва киле илсе килеççĕ.

Паянхи кун районти пур чиркỹре те шыв илме май пур. Сăваплă шыва çулталăкĕпех упрама сĕннĕ, ăна ĕçни тĕрлĕ чиртен сиплет. Çавăн пекех çăла кĕни те сăваплă. Кăçал районта пилĕк вырăнта - Александровкăра, Аслă Чурачăкра, Шурутра, Хирти Сĕнтĕрте, Комсомольскинче - шыва кĕме май пур. Чылайăшĕ çĕрле чăмса тухма ĕлкĕрнĕ те, ыттисем çак кунсенче шыва кĕрсе тасалма пултараççĕ. Шыва кĕни чăннипех те паха, анчах та сывлăх енчен хавшаккисен тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илмелле. Хăшĕ-пĕришĕн пите, алла çуни те çителĕклĕ.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика