АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ хыпарсене халăх патне вăхăтра çитерекенсен уявĕ

19 января 2016 г.

 Январĕн 16-мĕшĕнче республикăри пур массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем Чăваш Патшалăх филармонийĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç. Пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тата сумлă ытти хăнасем саламларĕç.

- Хăвăр ĕçĕре пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлакан сăмах ăстисем, эпĕ сире çирĕп тĕллевлĕ, тỹрĕ кăмăллă, уçă чунлă пулнăшăн тав тăватăп. Сире пула республикăра уçă информаци политики тухăçлăн пурнăçланать, влаçпа общество хушшинче лайăх хутшăну йĕркеленнĕ. Уяв ячĕпе сире. Малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал, çитĕнỹ сунатăп, - тенĕ Михаил Васильевич пухăннисене саламласа.

Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе Александр Иванов министр паллаштарнă. Сăмахран, 2015 çулта республикăра пулса иртнĕ нумай самант асра юлчĕ. Республика пурнăçĕ тĕрлĕ ĕçпе пуян пулчĕ. РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев, Пĕтĕм Раççей, Мускав Патриархĕ Кирилл Чăваш Ене килсе курчĕç, çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионачĕ, ЧР Пуçлăхĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕсем иртрĕç. МИХсем васкавлăн ĕçлесе, çав мероприятисене йĕркеленĕ пĕрремĕш çынсемпе калаçса пурин çинчен те халăха вăхăтра пĕлтерчĕç. Журналистсен ĕçĕнче çакă чи кирли.

Уявра чи маттур та пуçаруллисене Хисеп грамотисемпе тата тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Çак йышра пирĕн ĕçтеш пурри те савăнтарать. "Вакыт" хаçатăн электронлă калăплав операторĕ Лейсан Гайнулина Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика