15 января 2016 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ.
"Туслăхпа юрату кĕввисем" кĕнекере Мария Каçалсем туслăхпа юрату çинчен çырнă сăвăсем пичетленĕ. Çепĕç лирика сăнарсен хăйне евĕрлĕхĕпе, туйăмсен черченлĕхĕпе, ĕмĕтсен чăрсăрлăхĕпе тыткăна илет.
Çын ĕмĕтпе çунатлă. Ĕмĕтленни йывăрлăхсене парăнтарма, çĕнĕ ỹсĕмсем тума хистет. Çакăн пирки вăл "Чăваш йăмри" сăвă кĕнекинче яр-уççăн каласа парать.
Светлана Асаматăн илемлĕ литературăри тата культурăри ĕçĕ-хĕлĕ, таланчĕ ахах пекех паха.
"Чунтан, чунтан, чунтан..." кĕнекери сăвăсенче, ярăмсенче, тĕрленчĕксенче кăткăс пурнăçăн ыррипе усаллине ăнланса илме пулăшакан шухăшсене тĕрлĕ енчен сỹтсе явнă.
Анатолий Кипеч çырнă "Вилĕм ялан илемсĕр" кĕнекере пичетленнĕ "Шартлама сивĕ" повеçре 1942 çулхи кăрлач кăна мар, нимĕç фашизмĕн сивĕ хумĕ чăваш ялне те çитнине сăнарланă. Шартлама сивĕ ỹте çеç мар, чуна та тивнĕ. Кĕнекери "Çĕр çинчи тамăк" повеçе икĕ ветеран калаçăвне тĕпе хурса çырнă. Тен, тăванĕсем, ял çыннисем вуласа сăнарсене палласа та илĕç.
Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма васкăр.
А.ВОЛКОВА,
библиограф.
Источник: "Каçал Ен"