АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ хут нумайрах пама йышăннă

15 января 2016 г.

 Çемьере сусăр ача пуррисене налук тытса юлассине (вычет) 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен икĕ хут нумайрах пама йышăннă.

РФ Налук кодексĕн 218-мĕш статйине кĕртнĕ улшăнупа килĕшỹллĕн сусăр ачасен ашшĕ-амăшне е ун пеккисене усрава илнисене налук тытса юласси 12 пин тенкĕ пама тытăнĕç. Опекунсене, попечительсене налук тытса юлассине 6 пин тенке çитерсе парĕç. 2015 çулта стандартлă налук тытса юлассине çакăн пек виçепе панă:

- пĕрремĕш ачашăн - 1400 тенкĕ;

- иккĕмĕш ачашăн - 1400 тенкĕ;

- виççĕмĕш тата ытти ачасемшĕн - 3000 тенкĕ;

- енчен те 18 çулчченхи ача инвалид, куçăм майпа вĕренет, аспирант, ординатура, интерн, 1-2-мĕш ушкăнри 24 çулчченхи студент пулсан - кашни ачашăн 3000 тенкĕ.

Çавăнпа пĕрлех стандартлă налук вычечĕ РФ Налук кодексĕн 218-мĕш статйин 8-11-мĕш абзацĕсенче палăртнă суммăсене хушнипе пулнине манмалла мар. Çавна май инвалид ача пĕрремĕш ача пулсассăн уншăн налук тытса юлни 4400 тенкĕпе танлашать. Унтан 1400 тенки - пĕрремĕш ачашăн, 3000 тенки - инвалид ачашăн вычет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика