15 января 2016 г.
Çын хĕç-пăшала хăйĕн ирĕкĕпе полицие пырса парсан уншăн укçа панине пĕлетĕп. Çак йĕркепе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши?
(Çыруран).
ЧР ШĔМĔН пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - федерацин "Полици çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн граждансем саккунсăр упранакан хĕç-пăшалне хăйсен ирĕкĕпе парассине йĕркелес ĕçе шалти ĕçсен органĕсене шанса панă. Уголовлă кодексăн 222 статйинче хĕç-пăшала, унăн пайĕсене, çар хатĕрĕсене саккуна пăсса упранăшăн çирĕп яваплăх палăртнă - 8 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Çав вăхăтрах çын хăрушă хатĕрсене полицие хăйĕн ирĕкĕпе килсе парсан яваплăхран хăтараççĕ. Хĕç-пăшала право хуралĕн органĕсем туртса илнĕ е, калăпăр, ухтару вăхăтĕнче тупнă пулсан çăмăллăх пулмасть - суд умне тăма тивет.
ШĔМ асăрхаттарать: сирĕн регистрациленĕ хĕç-пăшал пур-тăк - лицензие тата унпа усă курмалли вăхăта йĕркепе килĕшỹллĕн тăсма ан манăр. Хĕç-пăшал çаврăнăшĕн çирĕплетнĕ правилисене пăснăшăн административлă явап тыттараççĕ, заявление патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электрон мелĕпе те яма пулать.
Источник: "Каçал Ен"