15 января 2016 г.
Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Следстви Комитетне, çавăн пекех ун тытăмне кĕрекен органсене, çав шутра Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмне те, туса хунăранпа 5 çул çитрĕ.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмне Андрей Геннадьевич Иванов ертсе пырать. Следстви уйрăмĕн йышĕ пысăках мар, пурĕ улттăн тăрăшаççĕ.
Следовательсем уйрăмах йывăр преступленисене тĕпчеççĕ (çынна вĕлерни, хĕнесе сывлăхне пысăк сиен кỹни, мăшкăллани, налук законодательствине пăсни, коррупци, ĕç вырăнĕпе усă курса тунă преступленисем). Прокуратура çумĕнчен уйрăлнăранпа служба тивĕçĕсем çавсемех юлнă пулин те, яваплăхĕ самаях хушăннă. Налукпа çыхăннă преступленисене вĕсене тĕпчеме шанса панă. Çул çитменнисене хирĕç тунă уйрăмах йывăр ĕçсене те следстви комитечĕ тĕпчет.
2015 çулта следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем 90 уголовлă ĕç пуçарнă, 72-шĕ тĕлĕшпе ĕçе вĕçленĕ.
Пĕтернĕ уголовлă ĕçсем хушшинче управлени йĕркине пăсни, çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне хирĕçле тунă усал ĕç ытларах. Тĕплĕн тишкерсен уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисене алкогольлĕ шĕвексем ĕçсе минренисем, тĕллевсĕр пурнăç йĕркине тытса пыракансем туни палăрать.
Районсен прокуратурисемпе, оперативлă шырав ĕçĕнче тăрăшакан органсемпе тачă ĕçленĕ май, коррупци тата рейдер сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас, тĕпчес тесе çине тăрса ĕçленĕ. 2015 çулта çакнашкал 18 преступлени тĕпчесе пĕтерсе суда çитернĕ.
Çул çитменнисен прависемпе интересĕсене хỹтĕлессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕлтĕр преступленисенче çул çитмен 11 çамрăк шар курнă, вĕсем тĕлĕшпе 3 уголовлă ĕç пуçарнă. Çул çитмен çамрăксене сиен кỹнĕшĕн 6 уголовлă ĕç пуçарнă.
Кулленхи ĕçпе килĕшỹллĕнех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине те йăлана кĕртнĕ. Пĕлтĕр пурĕ 100 çынна йышăнса ыйтусем çине хуравланă, тивĕçлĕ пулăшу панă.
Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ преступлени тунăшăн яваплăх сирĕлменнине аса илтерет, çав вăхăтрах вĕсем граждансен конституци панă прависене хỹтĕлессишĕн те çине тăраççĕ.
А.ИВАНОВ.
Источник: "Каçал Ен"