15 января 2016 г.
"О государственной регистрации юридических лиц и индивидуальных предпринимателей" федераллă саккуна кĕртнĕ улшăнусем 2015 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Вĕсем бизнеса регистрацилес процеса аванах çăмăллатма май параççĕ.
Асăннă саккунпа килĕшỹллĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен организаци-предприятисене йĕркелекенĕ е уйрăм çынсем уйрăм предприниматель пулас ĕçе патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларасси 5 ĕç кунĕнчен виçĕ куна чакать. Бизнеса регистрацилес вăхăта кĕскетни "Оптимизация процедур регистрации юридических лиц и индивидуальных предпринимателей" çул карттин мероприятийĕсен планĕн пĕр пунктне пурнăçлани пулать.
Источник: "Каçал Ен"