15 января 2016 г.
СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн мемориал комплексĕ "Диво России" видеохăтлав (видеопрезентаци) конкурсне хутшăнать. Кун пирки Чăваш Республикин Культура министерствин сайтĕнче пĕлтереççĕ. Çĕнтерỹçĕне ытларах сасăланисен йышĕнчен палăртаççĕ - çавна май Культура министерстви Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче вырнаçнă музее пулăшма йыхравлать, çав шутра видеохăтлава халăх тетелĕсенче сарма та. https://youtu.be/igXKxeqmlNЕ ссылкăпа кĕрсе пăхма, сасăлама пулать.
Вăл видеохăтлавпа паллашнисен кăмăлне кайнă, видеоэкскурси вĕсене килĕшĕ. "Килте ларсах Шуршăлти музея çитсе килтĕм. Куракансене Андриян Николаев çуралса ỹснĕ пỹрт ăшчиккипе паллаштарнă пулсан видеон хакĕ тата та çỹллĕрех шайра пулнă пулĕччĕ", - пĕлтернĕ пĕри.
Каласа хăварас пулать, конкурс кăçалхипе 3-мĕш хут иртет.
Источник: "Каçал Ен"