АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал çĕнĕ саккунсем вăя кĕчĕç

15 января 2016 г.

2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çĕнĕ саккунсемпе нормативлă актсем вăя кĕчĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем савăнтарĕç, теприсем хурлантарĕç. Сăмахран, таварсен хакĕ, коммуналлă юсавшăн тỹлесси ỹсет. Инвалидсене пырса тивекен саккунсене çĕнетни, тен, кăштах та пулин шанчăк парать.

Вăр-вар улшăнакан хаксем

Магазинсен сентрисем çинче ют çĕршыв таварĕсем сахалрах пулĕç. Январĕн 1-мĕш кунĕсенченех Европа, АПШ, Украина, Турци çĕршывĕсен апат-çимĕç таварĕсене кỹрсе килме чарнă. Унсăр пуçне хаяр мар алкоголь продукцийĕ, сигарет, бензин çине акциз ставкисем ỹснĕ.

Унпа пĕрлех "Российская газета" 2016 çулта хакĕсем ỹсекен таварсен списокне çирĕплетнĕ. Вĕсен йышĕнче - йăлари техникăпа электроника, полиграфи продукцийĕ, строительство материалĕсем, кĕпе-йĕм, атă-пушмак.

Штраф пур - пени ỹсет

Çĕнĕ çултан çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн вăхăтра тỹлемен çынсене пени тỹлеттереççĕ. 31 кун иртнĕ пулсассăн пени ỹсме тытăнать. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен управляющи компанийĕсем тĕлĕшпе те çĕнĕ саккун вăя кĕрет. Вĕсем çуртсене кирлĕ пек тытса тăмасассăн, квитанцисенчи хаксене тĕрĕс палăртмасассăн компанисене штрафлаççĕ.

Хваттер сутма çăмăл мар

Кăçалхи январь уйăхĕнчен харпăрлăхра пилĕк çул пулнă хваттере, çурта сутнăшăн çеç налук шыраса илмеççĕ. Халиччен вăл виçĕ çулпа танлашнă.

Енчен те çын харпăрлăхри пурлăха пилĕк çулччен сутсассăн, унăн пурăнмалли çурт-йĕрĕн кадастр хакĕн 70 процентĕнчен тупăш (подоходный) налукĕ тỹлеме тивет. Енчен те пурлăха 2016 çулччен туяннă пулсассăн, вăхăт виçĕ çулпах танлашать.

Штрафсем пĕчĕкленеççĕ

Çĕнĕ çултан çул-йĕр правилисене пăснăшăн водительсен штрафăн 50 процентне тỹлеме ирĕк пур. Çак çăмăллăхпа 20 кун хушшинче штрафа тỹлекенсем усă курма пултараççĕ.

Анчах та çĕнĕ саккун эрех ĕçсе руль умне ларнисене, çулталăк хушшинче тепĕр хутчен хăвăртлăха ỹстернипе йĕркене пăсакансене, çул урлă светофорăн хĕрлĕ çутипех каçса каякансене пырса тивмест.

Социаллă тỹлевсене - ĕçрен

2016 çулта сипленнĕшĕн, вĕреннĕшĕн паракан социаллă налук тỹлевĕсене ĕç вырăнĕнчех çырса хатĕрлеме май пур. Халиччен вĕсене налук инспекцине З-НДФЛ деклараци тăратнă хыççăн çеç панă.

Экзаменсем йывăрланĕç

Кăçалтан Раççейре водитель правине илмелли экзаменсен йĕрки çирĕпленнĕ. Теори пайĕнчи 20 ыйтуран 18-шне тĕрĕс хуравламалла. Йăнăшнă кашни ыйтушăн тата хушма пилĕк ыйтăва хуравлама тивет. Теорипе практика экзаменĕсем хушшинче хатĕрленсе çитме çур çул иртмелле. Практика пайĕнчи экзамена та çĕнĕлĕх кĕртнĕ. "Б" категориллĕ права илекенсен виçĕ çĕнĕ задани пурнăçламалла, çав шутра - пассажирсене лартасси тата вĕсене антарса хăварасси. Тепĕр хутчен экзамена эрнерен çеç тытма пулать.

Парăмçăсене водитель прависĕр хăвараççĕ

Штраф е алимент вăхăтра тỹлемен парăмçăсене водитель прависĕр хăвараççĕ. Парăм 10 пин тенкĕрен ытла пулмалла. Штрафа тỹлесессĕн правана тавăрса параççĕ. Çĕнĕ саккун инвалидсене тата пĕрремĕш, иккĕмĕш ушкăнри инвалидсене пăхакансене пырса тивмест.

Пĕчĕк бизнеса тĕрĕслемеççĕ

2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕпе 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пĕчĕк бизнеса план тĕрĕслевĕсенчен хăтараççĕ. Çакă предпринимательствăна лайăхрах аталантарма пулăшĕ тесе шанаççĕ. Апла пулин те радиаци хăрушсăрлăхĕн, патшалăх вăрттăнлăхĕпе тата гидротехника сооруженийĕсемпе ĕçлекен, экологипе производство объекчĕсенче ертсе пыракан юридици сăпачĕсенчи, уйрăм предпринимательсене тĕрĕслесех тăрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика