АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну çирĕп пултăр

15 января 2016 г.

 Ку эрне хаçатçăсемшĕн професси уявĕсемпе пуян пулчĕ. Январĕн 13-мĕшĕнче Раççей пичечĕн кунне паллă турăмăр, 17-мĕшĕнче вара Чăваш пичечĕн кунĕ çитет. Çак уявсемпе ĕçтешсене, пичет ветеранĕсене, районта пурăнакансене ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, юрату, пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тума çĕнĕ вăй-хал сунатпăр. Çавăнпа пĕрлех "Каçал ен" вулаканĕсене 2016 çулта та пирĕнпех юлнăшăн, почтальонсене район хаçатне сарма пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатпăр. Паянхи кун хаçат 2725 экземплярпа пичетленет, кăçалхи январьтен ытларикунпа эрнекунсерен тухма пуçларĕ.

Кулленхи ĕçре хаçатçăсене обществăлла корреспондентсем те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Вĕсем пирĕнпе ĕçлĕ çыхăну тытни хаçата кăсăклăрах, пуянрах тума май парать. Чи хастаррисем - Ревокат Моисеев, Новелла Розова, Илдус Миннетуллин, Шамиль Зейнетдинов, Зинаида Соловьева, Василий Гаврилов, Валерий Гаврилов, Николай Райков, Алексей Крылов, Светлана Индюкова, Валентина Боровкова, Елена Прокопьева, Антонина Волкова (Комсомольски), Геннадий Уткин (Шупашкар), Павел Зайцев (Хирти Мăнтăр), Альбина Ефремова (Йăлмахва), Роза Розова (Хирти Явăш), Оксана Копташкина (Асанкасси), Галина Белкова (Хырхĕрри), Валентина Филиппова, Светлана Петрова (Çĕнĕ Мăрат) тата ыттисем те. Малашне те эсир пирĕнпе тачă çыхăну тытасса, çĕнĕ тĕрленчĕксемпе, статьясемпе савăнтарасса шанатпăр.

2016 çулта Раççейре - кино, Чăваш Енре - Ĕç çыннин çулталăкĕ. "Каçал еншĕн" те кăçал - паллă çул. Район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа февралĕн 8-мĕшĕнче 85 çул çитет. Район хаçачĕ сирĕн пурнăçăрта мĕнле вырăн йышăнни пирки е унпа çыхăннă пĕр-пĕр интереслĕ ĕç-пуç çинчен çырса пĕлтерсен питĕ аван пулĕччĕ. Сирĕн хыпарăрсене, сĕнĕвĕрсене телефонсемпе те йышăнатпăр.

Кăçал та яланхи пекех маттур, харсăр пулма сунатпăр сире, ентешĕмĕрсем!

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика