15 января 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Уçă Правительстви "Бюджет - граждансем валли" проекта еплерех аталантарнине пĕтĕмлетнĕ. Протокола правительство комиссийĕн председателĕ, Уçă Правительствăн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Михаил Абызов министр алă пуснă.
Уçă Правительство çынсемшĕн тăрăшса чи лайăх бюджет йĕркеленĕ Краснодар, Красноярск, Хабаровск, Ставрополь крайĕсен, Белгород, Оренбург, Рязань облаçĕсен, Ханты-Манси округĕсен хушшинче Чăваш Ене те палăртнă. Вĕсен рейтингне Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕ, Финанс министерстви тата Уçă Правительствăн ĕçне пăхса тăракан правительство комиссийĕ ирттернĕ.
Çавăн пекех федераци шайĕнче республикăн Финанс министерстви граждансем валли бюджет йĕркелеме сĕнỹсем пухас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса пысăка хурса хакланă. Уçă Правительство пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин Финанс министерствин сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.
Источник: "Каçал Ен"