12 января 2016 г.
Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенче районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Вĕсем хушшинче - район администрацийĕн пуçлăхĕн пурте кĕтнĕ елки. Вăл январĕн 8-мĕшĕнче Комсомольскинчи культура çуртĕнче иртнĕ.
Чи малтанах пуçтарăннă ача-пăчапа вĕсен ашшĕ-амăшне Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсемпе вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова саламланă. Вăл çирĕп сывлăх, вĕренỹре çитĕнỹсем, ăнăçу, савăнăç суннă.
Ача-пăча елкине Тухатмăш, Хĕл Мучи, Юр пике, Мальвина хутшăнни уява тата та интереслĕрех тунă. Культура çурчĕн фойинче савăнăçлă юрăсем шăраннă, ташăсене пурте хаваспах хутшăннă. Пепкесем чăрăш йĕри-тавра карталанса тăрса юрланă, Хĕл Мучие сăвăсем каласа савăнтарнă. Хĕл Мучи ачасене пылак кучченеçсемпе тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Çĕнĕ çулхи парнисемпе хавхалантарнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"