12 января 2016 г.
Хыçа юлнă 2015 çулта Комсомольскинчи ЗАГС уйрăмĕнче граждансен тăрăмĕн 888 актне çырнă, 2014 çулхинчен 53 акт сахалрах. 2014 çулта 313 ача çуралнă пулсан, 2015 çулта районти çемьесене 259 "çĕнĕ кайăк" вĕçсе кĕнĕ. 2016 çул та савăнăçлă пулăмсенчен пуçланнă. Январĕн 4-мĕшĕнче Луцки салинче пурăнакан Аннăпа Леонид Смирновсем декабрĕн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Яна хĕрĕн чи пĕрремĕш документне алла илнĕ. Кану кунĕсенче вара 7 ача çуралнине регистрациленĕ.
Хăйсен хутшăнăвĕсене хут çинче çирĕплетес кăмăллă çамрăксем 2014 çулхинчен сахалрах пулнă, 145 мăшăршăн Мендельсон маршĕ янăранă (2014 çулта - 158). Туй - асран тухми пулăм, çамрăк çемьешĕн чи çутă та савăнăçлă кун. Кăçалхи январĕн 8-мĕшĕ Тутарстан Республикинчи Гульнур Музафаровăпа Тутар Шурутри Фирдус Сейхуновшăн паллă кун пулнă, вĕсем çемье çавăрнă. Январĕн 9-мĕшĕнче вара Çĕнĕ Мăратри Илья Павловпа Канаш районĕнчи Тури Юнтапари Валентина Кузьмина, Тукай Мишерти Самат Зиганшинпа Канашри Гульназ Ахметова пĕрлешнĕ.
Пурнăçра чи пĕлтерĕшли - пĕр-пĕрне юратма тупа туса пĕрлешекенсем çемье вучахĕн ăшшине упрама пĕлни. Шел пулин те, 2015 çулта 62 мăшăр уйрăлни çинчен калакан свидетельствăна алла илнĕ (2014 çулта - 60).
Туйсем кĕрлени, ачасем çурални, паллах, савăнтарать. Анчах та çутçанталăк саккунĕ хăйĕннех тăвать, 391 çын вилнине шута илнĕ. Çакă 2014 çулхинчен 35 çын ытларах.
Ашшĕ камне палăртакан свидетельствăна 14 çынна панă, 17-ĕн ячĕсене улăштарнă.
С.ПОРТНОВА.
Источник: "Каçал Ен"