12 января 2016 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 856-р №-лĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2016 çулта кашни уйăхра Спортпа сывлăх кунĕсене йĕркелессине çирĕплетнĕ.
"Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне уйăхра пĕрре тỹлевсĕрех кĕме, хăвăра килĕшекен спорт вăййине выляма е шыва кĕме пулать. Спортпа сывлăх кунĕсене январĕн 9-мĕшĕнче, февралĕн 20-мĕшĕнче, мартăн 19-мĕшĕнче, апрелĕн 23-мĕшĕнче, майăн 21-мĕшĕнче, июнĕн 18-мĕшĕнче, июлĕн 16-мĕшĕнче, августăн 13-мĕшĕнче, сентябрĕн 24-мĕшĕнче, октябрĕн 22-мĕшĕнче, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, декабрĕн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Аса илтеретпĕр, спортпа сывлăх кунне кашни уйăхрах йĕркелесси 2014 çултанпа йăлана кĕнĕ.
Источник: "Каçал Ен"