АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлать

23 марта 2013 г.

Ильназ Гайзатуллин, Кайнлăк ял каччи, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ун çинчен нумаях пулмасть амăшĕпе ашшĕ — Рамзия Рафикатовнăпа Ильгам Минзакиевич — патне янă Тав çырăвĕ те çирĕплетет.

Ростов облаçĕнчи Морозовск хулинчи 55796 №-лĕ çар чаçĕнчен янă çырура çавăн пек çырнă: «Чаç командованийĕ лайăх салтак ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн сире пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать. Ывăлăр, Ильназ Ильгамович Гайзатуллин, хăйĕн çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Вăл — çирĕп дисциплинăллă салтак, çавăнпа та ĕнтĕ коллективра пысăк хисепре».

Тăван кĕтесрен аякра салтак тивĕçне пурнăçлакан, хăйĕн ятне çÿлте тытакан Ильназ Гайзатуллина службăра малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика