23 марта 2013 г.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче республикăри «Веселый башмачок» VII хореографи конкурсĕ иртнĕ. Ăна пултаруллă творчество коллективĕсене, талантлă педагогсене тупса палăртас, ача-пăча хореографийĕнчи йывăрлăхсем çине тимлĕх уйăрас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Конкурса республикăри ача-пăча музыка шкулĕсен тата ача-пăча искусство шкулĕсен хореографи коллективĕсем хутшăннă. Унта Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсем те хăйсене лайăх енчен кăтартнă. Т.Е.Иванова ертсе пыракан кĕçĕн ушкăн «Эстрада ташши» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă. Карина Игонинапа Анастасия Чипчигина «Соло-дуэтсем» номинацире 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăтам ушкăнри ачасем халăх ташшипе — 1-мĕш, эстрада ташшипе 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Аслă ушкăнрисем вара «Халăх ташши» номинацинче иккĕмĕшсем пулнă. Л.Н.Григорьева преподаватель патне çÿрекен кĕçĕн ушкăнри ачасем те «Халăх ташши» номинацире палăрнă, 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Искусство шкулĕн дирекцийĕ тата хореографи уйрăмĕн преподавателĕсем ачасен ашшĕ-амăшĕсене пур енчен те пулăшу панăшăн тав тăваççĕ.
Источник: "Каçал Ен"