АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывсăр пурнăç çук

23 марта 2013 г.

1993 çултанпа мартăн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери шыв кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн çĕр-шывра ăна 1995 çулта уявлама тытăннă. ООН Генеральнăй Ассамблейи çак кун шыв ресурсĕсене упрас ыйтупа çыхăннă ятарлă мероприятисем ирттерме сĕннĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — Çĕр çинче пурăнакансене шывăн пысăк пĕлтерĕшĕ пирки аса илтересси. Шывсăр чĕр чунсем те, çынсем те пурăнаймаççĕ. Халăх йышĕ ÿссе пыни, промышленноç вăйлă аталанни çут çанталăкăн çак пуянлăхне упрамалли ыйтăва çивĕчлетет.

Шыв ресурсĕсем тĕпсĕр маррине çынсен яланах асра тытмалла. Хальхи вăхăтра пĕтĕм этемлĕхе пырса тивекен йывăрлăхсенчен пĕри — таса шыв çителĕксĕр пулни.

Раççей — шыв ресурсĕсем енчен пуян çĕр-шыв. Унăн территорийĕнче 2,5 миллион юхан шыв, 2,7 миллиона яхăн кÿлĕ вырнаçнă. Унсăр пуçне 2290 шыв хранилищи пур. Çапах та пирĕн çĕр-шывра та шывпа çыхăннă йывăрлăхсем пурри курăнать. Сăлтавĕ — ĕçмелли таса шыв Раççейĕн тĕрлĕ пайĕсем тăрăх пĕр пек пайланманни. Хăш-пĕр вырăнсенче вăл ытлашшипех, теприсенче вара — çителĕксĕр.

Таса шыв çитменнипе тĕнчере 700 миллиона яхăн çын аптăрать. 43 çĕр-шывăн халăхĕсене пырса тивет çакă. Ученăйсем 2025 çул тĕлне çак цифра 3 миллиардпа танлашасса шутласа пĕлнĕ. Шывăн запасĕсем хăвăрт чакса пыраççĕ. Çакăн сăлтавĕсем: тавралăха варалани, халăх йышĕ ÿсни, производство питĕ хăвăрт аталанни, потребление тивĕçлĕ майпа йĕркелеменни, шыв ресурсĕсемпе перекетлĕ усă курманни. Ĕçмелли çăлсем уйрăмах предприятисен производство каяшĕсемпе тата ял хуçалăх объекчĕсемпе çын пурăнакан вырăнсенчен юхса тухакан тасамарсемпе вараланаççĕ. Çапла тĕнчери экологи лару-тăрăвĕ çивĕчленсех пырать.

Çак ыйтăва татса парас тесен пурин те тăрăшма тивет. Çĕр-шывсен шайĕнче ку енĕпе кирлĕ килĕшÿсем тумалла, мĕншĕн тесен чылай шыв объекчĕ темиçе çĕр-шывăн территорине кĕрет. Эппин, кам хăш юхан шывран шыв илессине йĕркелемелле. Паянхи кун акă хăш-пĕр патшалăхсем хушшинче шыв пирки тавлашусем сиксе тухаççĕ. Çакă уйрăмах типĕ климатлă Вăтам Хĕвел тухăçра палăрать.

Пирĕн вара чи малтанах шывпа перекетлĕн усă курма вĕренмелле. Европăра тахçанах ку енĕпе ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, Германире ваннăна пĕрре тултарсан унта çемйипех çăвăнса тухаççĕ. Пирĕншĕн ку кулăшла пек туйăнма пултарĕ, анчах çак майпа вĕсем чылай литр шыв перекетлеççĕ. Çуртсенчен юхса тухакан таса мар шыва тасатса тепĕр хут усă курма ярассине те унта тахçанах практикăлаççĕ. Унсăр пуçне юхан шывсене, кÿлĕсене, пĕвесене, çăл куçсене тасалăхра тытасси те пирĕн тивĕç пулса тăрать. Час-часах шыв объекчĕсен хĕрринче çÿп-çап куписем курма пулать. Вĕсен тĕпĕсенче вара мĕн кăна çук? Çын куçне курăнман свалкăсем пулса тăраççĕ вĕсем чылай чухне.

Пĕтĕм тĕнчери экспертсем палăртнă тăрăх, 21-мĕш ĕмĕрĕн çурри тĕлне таса шыв ыйтăвĕ чи пăшăрхантараканнисенчен пĕри пулса тăмалла. Апла пулсан шыв ресурсĕсене упрасси çине паянах тимлĕх уйăрма пуçласан лару-тăрăва лайăхлатма май килмĕ-ши?

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика