23 марта 2013 г.
Нумаях пулмасть районти прокуратура ĕçченĕсем «Комсомольский «Водоканал» ОАОн конкурс управляющийĕ Б.Г.Шмидт банкрот çинчен калакан саккуна епле пăхăннине тĕрĕслерĕç.
Россия Федерацийĕн «Путланни (банкрот) çинчен» саккунне (139 статйин 1-мĕш пайĕ) пăсса вăл организаци пурлăхне сутма аукциона тăратнă. Çапла вара 2012 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ аукциона пĕр заявка та килмен, мĕншĕн тесен конкурс управляющийĕ маларах массăллă информаци хатĕрĕсенче ун çинчен çырса пĕлтермен. Аукцион ирттересси çинчен Б.Г.Шмидтăн хыпарĕ «КоммерсантЪ» хаçатра 2012 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче кая юлса тухнă.
Аукцион пуласси пирки конкурс управляющийĕ кредиторсене те хыпарламан.
Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн «Поволжская саморегулируемая организация профессиональных арбитражных управляющих» коммерцисĕр партнерлăх директорĕн ячĕпе çитменлĕхсем çинчен представлени ятăмăр. Саккуна пăснă тĕслĕхсемшĕн Б.Г.Шмидта дисциплинарлă майпа явап тыттарнă.
Источник: "Каçал Ен"