АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăр вăранас умĕн

23 марта 2013 г.

Пирĕн тăрăхра мартăн 20-мĕшĕ хыççăн ăнăçлă хĕл каçнă пыл хурчĕсем ыйхăран вăранма тытăнаççĕ, хăйсене çăвĕпе пĕр ывăнмасăр, канмасăр тухăçлă ĕçлеме хатĕрлеме пуçлаççĕ. Шăпах çак тапхăрта ĕнтĕ çулсеренех районти хурт-хăмăрçăсен йăлана кĕнĕ канашлăвĕ иртет. Кăçал вара утарçăсем, ялсенчи уйрăм хурт-хăмăр ăстисем район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залне мартăн 15-мĕшĕнче пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма, хăйсен паха тĕслĕхĕпе паллаштарма йышлăн пуçтарăнчĕç.

Канашлăва кĕске сăмах каласа район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов уçрĕ.

Хурт-хăмăр аталантарас ĕçри иртнĕ çулхи кăтартусемпе тата çак çулхи çуркуннехи—çуллахи задачăсемпе районти хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен зоотехник М.Г.Пильщикова паллаштарчĕ. Паян хуçалăхсен утарĕсенче 200 ытла хурт çемйи пур. Унсăр пуçне уйрăм хурт-хăмăр ăстисем 3 пин ытла вĕлле тытаççĕ. Иртнĕ çул пыл хурчĕсемшĕн çăмăл çул пулмарĕ, çавăнпа кашни хурт çемйи 2—3 килограмран ытла сутлăх пыл параймарĕ. Сăмахран, вăрмансенчи çăкалăхсенчен вĕсем пачах та пыл илеймерĕç тесен те юрать. Апла пулин те юлашки пилĕк çулта вĕллесенчен пыл илесси 5,4 килограмран 8,1 килограма çитрĕ. Кунта уйрăм хурт-хăмăрçăсен кăтартăвĕсем кĕмеççĕ, утарсен анчах. Пĕтĕмĕшле (валовый) пыл илесси вара 18,2 килограмран 26,7 килограмм таран ÿсрĕ.

Канашлу ĕçне республикăри хурт-хăмăр агентствин генеральнăй директорĕ Г.А.Максимов тата Чăваш ял хуçалăх академийĕн профессорĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕ И.Н.Мадебейкин хутшăнчĕç. Геннадий Антонович республикăри хурт-хăмăр ĕçĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, пыл хурчĕсем мĕнлерех хĕл каçни çинчен каласа пачĕ, çуркуннехи тапхăрта вĕсене чир-чĕртен сыхламалли препаратсемпе (эмелсем) паллаштарчĕ.

Ял хуçалăх академийĕнчен килнĕ хăна Иван Николаевич пыл хурчĕсен ĕмĕрне вăрăмлатмалли, вĕсене вилесрен сыхламалли мероприятисем çинче ытларах чарăнса тăчĕ. Хурт-хăмăрпа çыхăннă республика представителĕсене сахалах мар ыйту пачĕç канашлăва килнисем. Тĕрĕсрех каласан, икĕ енлĕ уçă калаçу пулчĕ унта.

Г.А.Максимов «Пчеловодство Чувашии» кĕнеке кăларнă. Ăна вăл районти «Восток», «Асаново» хуçалăхсен утарçисене А.Н.Львовпа А.М.Яковлева парнелерĕ. Çак кĕнекенех районти хурт-хăмăр ăстисем те А.П.Степанов (Тури Тимĕрчкасси), А.М. Жирнов (Кĕçĕн Каçал), П.С. Киргизов (Çĕнĕ Мăрат), А.С. Алексеев (Асанкасси) тивĕçрĕç.

Тури Тимĕрчкассинчи хурт-хăмăр ăсти А.П.Степанов ял çу-мĕнчи вăрманта вырнаçтарнă утарĕнче 100 вĕллене яхăн тытать. Кунтах унăн пĕве те пур, хуçалăх çурчĕсем туса лартнă, ĕçлесе ывăнсан кĕрсе çăвăнма, çĕнĕ вăй илме мунчи те унтах. Алексей Петрович ăста сунарçă та. Кăçал вăл юлташĕсемпе пĕрле ултă кашкăр тытма пултарнă. Канашлура тухса калаçса хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пыл хурчĕпе тин çеç ĕçлеме пуçланисене хăйĕн утарне практикăна чĕнчĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче районти хурт-хăмăрçăсен канашлăвне те утарта ирттерме яланах хапăл пулнине пĕлтерчĕ.

Шкул ачисем хушшинче те хурт-хăмăрпа кăсăкланакансем пурри — лайăх пулăм. Акă, сăмахран, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Ксения Безменова математикăпа ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче «Пыл хурчĕ — математик» темăпа реферат хатĕрленĕ. Рефератне çырма вара районти хурт-хăмăр ĕçĕнчи кăтартусемпе усă курнă. Унсăр пуçне вĕренекене шкулти математика учителĕн Н.В.Сереброван сĕнĕвĕсем те нумай пулăшнă. Ахальтен мар Ксения наукăпа практика конференцийĕнче хăйĕн ĕçĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Канашлу ĕçне К.Гимальдинов пĕтĕмлетнĕ, хурт-хăмăрçăсене хăйсен ĕçĕнче кулленхи ăнăçу суннă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика