АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи кирли – клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси»,-

23 марта 2013 г.

тет Наталья Яковлева. Вăл 2007 çултанпах «Раççей ял хуçалăх банкĕ» АУОра операционистра тăрăшать. Сăпайлăскер, клиентсемпе шăкăл-шăкăл калаçать, пур ыйту çине те тулли хурав парать.

«Манăн анне, Галина Ивановна Яковлева, нумай çул районти тĕп больницăра бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Шут ĕçне килĕштересси те аннеренех куçнă», — терĕ Наталья Васильевна.

Шкулта та тăрăшса вĕреннĕ хĕр ача. Уйрăмах математика предметне кăмăлласа шĕкĕлченĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне пĕтерсен Шупашкарти коопераци институчĕн «Бухгалтер шучĕ, анализ тата аудит» факультетне вĕренме кĕрет. 2002 çулта аслă пĕлÿллине çирĕплетекен диплом алла илет. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте бухгалтерта ĕçлет, çав шутра райпо тытăмĕнче те.

«Райпора ĕçлесе опыт пухрăм. Унта хăйсен ĕçĕсене чунтан парăннă бухгалтерсем тăрăшнă, халĕ те тăрăшаççĕ. Нумай çамрăк специалиста тĕрĕс çул çине тăма пулăшу панă вĕсем», — терĕ Наталья Васильевна.

Банк ĕçĕнче те унпа юнашар паха опытлă çынсем — Зинаида Михайловна Григорьевăпа Ольга Вениаминовна Лукиянова — пулни хăвăрт хăнăхма пулăшнă.

Мăшăрĕпе пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. 2005 çулта вĕсене патшалăх «Çамрăк çемье» федераллă программăпа килĕшÿллĕн хваттер илме пулăшу панă.

«Тĕрлĕ йывăрлăха, чăрмавсене çĕнтерсе пыма мана юратнă ĕçре тăрăшни те вăй-хăват парса пырать», — тет Н.Яковлева операционист.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика