23 марта 2013 г.
Районти «Кубня» команда хоккейла выляссипе республика чемпионатне хутшăннă. Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкар хулинче Сĕнтĕрвăрри районĕн командипе тĕл пулнă, 5:1 шутпа çĕнтерсе виççĕмĕш вырăна алран яман.
Сергейпе Олег Воробьевсем, Александр Рипанов, Иван Индюков, Павел Романов, Анатолий Самарин, Сергей Тимофеев тата ыттисем те ăсталăхпа палăрнă, Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.
«Малти вырăна тухма командăри туслăх пулăшрĕ», — терĕ Евгений Тихонов капитан.
Источник: "Каçал Ен"