23 марта 2013 г.
Нумаях пулмасть Елчĕкри физкультурăпа спорт комплексĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикин «Урожай» физкультурăпа спорт обществин кубокĕшĕн мини-футболпа зонăри ăмăрту иртнĕ. Унта Патăрьел, Комсомольски, Йĕпреç, Елчĕк районĕсен командисем хутшăннă. Пирĕн район командинче М.А.Буслаев («Слава»), Р.М.Мансуров («Дружба»), Н.Г.Мифтахутдинов («Алга»), В.А.Макаров («Заря»), Х.С.Идиатуллин («Слава картофелю»), Н.В.Михайлов («Турхан»), В.А.Никифоров («Рассвет»), Р.М.Шарафутдинов («Труд»), Н.М.Иванов («Луч») тата район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев вылянă. Хĕрÿ тупăшура пирĕн команда 7 балл пуçтарса 1-мĕш вырăна тухнă. Çывăх вăхăтрах вăл Хĕрлĕ Чутайра иртекен финал ăмăртăвне хутшăнĕ.
Источник: "Каçал Ен"