23 марта 2013 г.
Мартăн 14—21-мĕшĕсенче республикăри библиотекăсенче православи литературин эрни иртнĕ. Çак тапхăрта районти тĕп библиотекăра та мероприяти йĕркеленĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсене «Житие святой блаженной Матроны Московской. И ее чудотворения XX—XXI в.в.» кĕнеке тăрăх хатĕрленĕ презентаципе паллаштарнă. Кĕнекере паянхи кун чи вăйлă сума сăвакан Çветтуйсенчен пĕри — Сăваплă Мускав Матрони — пирки çырса кăтартнă. Халăхра унăн тĕлĕнмелле ĕçĕсем çинчен чылай калаçаççĕ. Паянхи кун Матронăн чапĕ сарăлса çеç пырать.
Тĕп библиотекăн библиографĕ А.Волкова вĕренекенсене Сăваплă Матронăн пурнăçĕ çинчен каласа панă, унăн тĕлĕнтермĕш ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех Сăваплă Матронăна кĕлĕ тумалли йĕркесене вуласа панă. Библиотека ĕçченĕсем кĕлĕ текстне ачасене валеçнĕ.
Малалла ача-пăча музыка шкулĕн вĕренекенĕсем О.Спиридонова, А.Бежерова, Ю.Козлова, А.Сушенцева, К.Гришина тĕн юррисем юрланă. Ача-пăча музыка шкулĕн преподавателĕ И.В.Спиридонова ачасемпе тĕн темипе калаçу ирттернĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Источник: "Каçал Ен"