АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Службăран пăрăнаççĕ

23 марта 2013 г.

Мартăн 20-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тата Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă, Патăрьел районĕсен çар комиссариачĕсен ĕçченĕсемпе брифинг ирттернĕ. Унта паянхи çивĕч ыйтăва — граждансем çар службинчен тарса çÿренине — сÿтсе явнă. РФ Уголовлă Кодексĕн 328-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çар службинчен пăрăнакансене явап тыттараççĕ. Çавна май, пĕлтĕр следстви уйрăмĕ 9 ĕçе суда ярса панă. Саккунпа килĕшÿллĕн яшсене 50—100 пиншер тенкĕ штрафланă.

Çар тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаншăн, тарса çÿренĕшĕн, çар комиссариатне килменшĕн 18—27 çулхи каччăсене явап тыттарма ирĕк пур. Çавăнпа та суд тенкелĕ çине ларас темесессĕн, çара каймаллах. Çар комиссариачĕсен ĕçченĕсем призывпа каякансене службăра тăнăшăн укçа тÿленине, унта пурăнма пур услови те лайăххине палăртса хăварнă. Анчах та, тĕрлĕ сăлтава пула, пур пĕрех çартан пăрăнакансем пур-ха. Акă, Комсомольски районĕнчи 25 çулхи яш чылай çул шыравра. Вăл тарса çÿрет, çавна май уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ те.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика