30 декабря 2015 г.
Комсомольскинче кабель кăларакан завод 1978 çултанпа ĕçлет. Нумай çын ăна "Агрокабель" ятпа лайăх пĕлет. Завод яланах районта та, хăш-пĕр çулсенче республикăра та лайăх ĕçлекен предприятисенчен пĕри пулнă. Малтанах ăна В.А.Счетчиков ертсе пынă. Ун хыççăн Н.А.Симендеев руководитель пулнă. 1996 çултанпа завода Геннадий Иванович Гончаров ертсе пырать. Кунта тăрăшакан 20 çын кунсерен кабель проводисем хатĕрлесе кăларать. Паянхи кун вара продукцие "Электон" завод сутлăха ярать.
Кабель заводĕнче рабочисем 3 сменăпа ĕçлеççĕ. Маттур та тăрăшуллă ĕçченсенчен пĕри - Владимир Федорович Димитриев. Вăл 2001 çулта чи малтанах опрессовщикра тăрăшма тытăннă та, тĕп инженера çитнĕ. Станоксене те юсама маçтăр вăл. "Ылтăн алăллă çын", - тет ун пирки Геннадий Иванович.
Кабель заводне киличчен Владимир Федорович чылай çул "Красный Октябрь" колхозра электрикра, инженер-электрикра тăрăшнă. Ĕçри тăрăшулăхшăн ăна "Лучший электрик района" ятпа чысланă. "Агрокабельте" 14 çул ĕçлекен çын шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата пĕлсе пурнăçлать. Ĕçтешĕсене те пулăшма вăхăт тупать. Акă, пĕрле тăрăшакан Валентина Митюкова та вăл маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетет.
- Тĕп инженер ĕçне çеç пурнăçламасть вăл. Кирлех пулсассăн станок умне тăма та вăхăт тупать, юсама та вăй çитерет. Çĕнĕ йышши станоксемпе ĕçлеме те хăнăхтарать. Унпа чухне ĕç кал-кал пырать, - тет ĕçтешĕ.
Владимир Федорович заводри ĕç-хĕле пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек лайăх шĕкĕлчет. Ĕçтешĕсене те паха опытпа паллаштарать, вĕрентет. Чăн-чăн ăста вăл. Маттур ĕçчен çитес çул тата тухăçлăрах ĕçлеме ĕмĕтленет. Çакна пурнăçлама услови çителĕклех.
О.ГОНЧАРОВ.
Источник: "Каçал Ен"