АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литература çулталăкĕнчен - Кино çулне

30 декабря 2015 г.

 Литература çулталăкĕ мероприятисемпе, тĕл пулусемпе тата уяв каçĕсемпе пуян пулчĕ. Районти культура çуртĕнче, библиотекăсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче мероприятисем нумай пулчĕç. Çулталăка пĕтĕмлетсе, çитес çул Раççейре Кино çулталăкне старт парса, районти культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Елена Савельева, тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова ăшшăн саламларĕç. Вĕсем çулталăк тулли те кăсăклă иртнине асăнчĕç. Культура ĕçченĕсем кăçал тĕрлĕ конкурссенче, мероприятисенче палăрнă, малти вырăнсене йышăннă. Вĕсене уявра Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Уявра юрри, ташши нумай пулчĕ. "Островок" ташă ушкăнĕ, "Кубняночка" вокал ансамблĕ, уйрăм юрăçсем залра ларакансене савăнтарчĕç. Библиотека ĕçченĕсем К.Ивановăн "Нарспи" поэминчи сыпăксене вуларĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем "Нарспие" 5 чĕлхепе пĕлнине кăтартса пачĕç.

Культура çулталăкĕнче вулавăшпа тата ытларах туслашрăмăр пулсассăн, çитес çул вара Раçейре - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕнче кино курса, ĕçлесе савăнар.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика