26 декабря 2015 г.
Республикăри патшалăх истори архивĕн сотрудникĕсем уява халалласа "СССР вăхăтĕнчи Çĕнĕ çул открыткисем" фотоальбом хатĕрленĕ. 1963-1991 çулсенче кун çути курнă 76 открыткăпа pg21.ru порталта паллашма май пур.
Вăл вăхăтра тăвансене, юлташсене пур уявпа та открытка ярса саламланă. Паянхи кун вара çак йăла чылай çыншăн манăçнă. Телефонпа шăнкăравласа саламлаççĕ, ырă сунаççĕ. Анчах та çав вăхăтрах куллен открытка ярса саламлакансем те пирĕн хушăра пур-ха. Вĕсенчен пĕри - Ревокат Моисеев.
- Уяв ячĕпе открыткăпа саламлани чăннипех те пĕлтерĕшлĕрех тесе шутлатăп. Çак йăлана мĕн çамрăкран хăнăхнă, паянхи кун та тăвансене, туссене, пĕлĕшсене уявсемпе открытка ярса саламлатăп. Хама çапла чысласан та кăмăллăрах, - пĕлтерчĕ Ревокат Прохорович.
- Унччен чăннипех те пĕр-пĕрин патне открытка, çыру çырасси йăлараччĕ. Темшĕн çакă халь пăрахăçланчĕ. Ватăсем çыраççĕ пулĕ-ха, çамрăксем вара алла ручка тытмаççĕ. Вĕсем телефонпа шăнкăравласа, СМС ярса саламлаççĕ. Уявра открыткăпа саламласассăн аванрах, паллах. Çакна йăлана кĕртесчĕ те, - терĕ Ольга Иванова пенсионер.
Почта уйрăмĕсенче уяв ячĕпе саламлама тĕрлĕ йышши открыткăсем пур. Акă, Çĕнĕ çул уявĕпе саламлама та мĕн тĕрли кăна çук. Хакĕ - 18 тенкĕрен пуçласа.
- Унччен уяв кунĕсенче почтальон сумккинче открытка, çыру туллиехчĕ. Халĕ вара 10 пулсассăн та пит аван. Пĕр-пĕрин патне открытка ярассине пăрахăçларĕç, - тет 29 çул Хирти Сĕнтĕр почта уйрăмĕнче почтальонра ĕçлекен Лидия Журавлева.
Вулакансем, эсир пĕр-пĕрин патне открытка яратăр-и? Уяв ячĕпе саламлама вăхăт тупатăр пулсассăн, пит аван. Умра - Çĕнĕ çул. Апла пулсан ырă сунса открытка шăрçалăр.
Источник: "Каçал Ен"