АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик сутакансене тытса чарнă

26 декабря 2015 г.

 Чăваш Енре амфетамин туса кăларакан тата ăна сутакан ушкăна тытса чарнă. Вăл региона виçĕ уйăх хăйĕн тетелĕнче тытма хăтланнă.

Ушкăн ертỹçи - маларах судпа айăпланнă, наркотикпа усă куракан çын. Унăн тивĕçĕ региона психотроплă япаласемпе тивĕçтересси пулнă. Ĕçе вăрттăнлатас тĕлĕшпе вăл куçа-куçăн тĕл пулассинчен пăрăнма тăрăшнă. Вăрă-хурахла ушкăнăн ытти членĕсем амфетамин салатнă тата çĕнĕ туянакансем шыранă. Тĕплĕ ĕçлеме тăрăшнă пулин те, наркотĕрĕслев сотрудникĕсем вĕсене тытса чарнă. Наркополицейскисем ушкăнăн кашни участникне, туянакансене тупса палăртнă.

Декабрĕн 16-мĕшĕнче ушкăн членĕсене тытса чарнă. Медицина тĕрĕслевĕпе вĕсем пурте наркотиклă тата психотроплă япаласемпе усă курнине çирĕплетнĕ.

Ухтару ĕçĕсем ирттерсен 100 грамм ытла наркотик тупнă, ку вăл пĕрре усă курмалли 1000 ытла доза пулнине пĕлтерет.

Чăмăртаннă вăрă-хурахла ушкăн тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ушкăн ертỹçисене 10 çултан пуçласа 20 çул, наркотик усă куракансене 5 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика